17 Иисус, Иерусалима кайнӑ чухне, ҫул ҫинче Вун иккӗшне Хӑй патне чӗнсе илнӗ те ҫапла каланӑ:
Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Мӗншӗн тесен сире Ҫӳлти Патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тивӗҫ панӑ, вӗсене вара – паман.
Филипп Кесарийӗ таврашӗнчи ҫӗрсене пырсан Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсенчен ҫапла ыйтнӑ: «Ҫынсем Мана, Этем Ывӑлне, кам вырӑнне хураҫҫӗ?»
Тепӗр кунне пасха уявне пынӑ халӑх хушшинче Иерусалима Иисус та пырать текен хыпар сарӑлнӑ.
Чура хӑйӗн хуҫи мӗн тунине пӗлмест, ҫавӑнпа Эпӗ ӗнтӗ сире чурамсем теместӗп. Хам Аттемрен мӗн илтнине Эпӗ сире пӗтӗмпех каласа патӑм, ҫавӑнпа сире тусӑмсем тетӗп.
Анчах Вӑл пур ҫынна та курӑнмарӗ, Иисус ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерме Турӑ малтанах суйласа илнӗ ҫынсене – пире анчах курӑнчӗ. Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсассӑн эпир Унпа пӗрле ӗҫсе ҫирӗмӗр.