Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 20:15 - Синодальный НЗ

15 Хамӑн пурлӑхӑмпа хамӑн хуҫаланма ирӗк ҫук-им манӑн? Е эпӗ ырӑ пулнӑран эсӗ кӗвӗҫ куҫлӑ?“

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 20:15
24 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫавӑн чухне Иисус, сӑмахне малалла тӑсса, ҫапла каланӑ: «Эй, Аттем, ҫӗрпе пӗлӗт Хуҫи! Эсӗ ҫакна ӑслӑ-тӑнлисенчен пытарса ача пек айваннисене пӗлмелле тунӑшӑн Сана мухтатӑп.


Ӗҫлесе илнӗ укҫуна ил те каях. Эпӗ ҫак кайран кӗрӗшнине те сана тӳленӗ чухлех парас тетӗп.


Куҫу таса мар пулсан, пӗтӗм ӳт-пӗвӳ те тӗксӗм пулӗ. Ҫапла вара, санӑн ӑшунти ҫутту та тӗттӗм пулсан, чӑн тӗттӗмӳ еплерех-ши?


Эсӗ Ӑна пур этемпе те пуҫ пулма ирӗк панӑ пекех, Вӑл та Эсӗ шанса панисене пурне те ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парӗ.


Анчах та иудейсем, халӑх йышлӑн пуҫтарӑннине курсан, питӗ вӗчӗрхеннӗ. Вара вӗсем Павела хирӗҫ каласа, усал сӑмахпа хӑртса, ун сӑмахне пӳлсе пынӑ.


Эсӗ ыттисенчен лайӑхрах тесе кам каланӑ? Турӑ панисӗр пуҫне санӑн мӗн пур? Енчен те Турӑ панӑ пулсан, мӗншӗн эсӗ илмен пек мухтанатӑн?


Пирӗн, Христоса маларах ӗненнисен, Турра чапа кӑларма тӑрӑшмалла. Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса эпир Турӑ еткерне илессе пӗтӗмпех Хӑй ирӗкӗпе Тӑвакан малтанах палӑртса хунӑ.


Турӑ йӗркине пӑснӑран тата ҫылӑхлӑ пулнӑран эсир те вилӗччӗ.


Хӑй пултарнисем хушшинче малтанхи аван ҫимӗҫсем пек пулччӑр тесе, Турӑ пире чӑнлӑх сӑмахӗпе Хӑйӗн ачисем тума шутланӑ.


Эй, тӑвансем! Айӑпа юлас мар тесен пӗр-пӗрне ан ӳпкелешӗр. Ӗнтӗ Суд тӑваканӗ алӑк умӗнчех тӑрать.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ