Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 20:14 - Синодальный НЗ

14 Ӗҫлесе илнӗ укҫуна ил те каях. Эпӗ ҫак кайран кӗрӗшнине те сана тӳленӗ чухлех парас тетӗп.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 20:14
13 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Хуҫи вара вӗсенчен пӗрне ҫапла хуравланӑ: „Тусӑм, эпӗ сана кӳрентермерӗм-ҫке. Кӗрӗшнӗ чухне эпир санпа пӗр динарийлӗх калаҫса татӑлмарӑмӑр-им вара?


Хамӑн пурлӑхӑмпа хамӑн хуҫаланма ирӗк ҫук-им манӑн? Е эпӗ ырӑ пулнӑран эсӗ кӗвӗҫ куҫлӑ?“


«Типӗ тытнӑ чухне те икӗ питлӗ ҫынсем пек салхуллӑ ан ҫӳрӗр. Вӗсем хӑйсем типӗ тытнине ҫынсене кӑтартасшӑн кулянӑҫлӑ сӑн-питпе ҫӳреҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: илнӗ мухтавӗ вӗсен кунти пурӑнӑҫра кӑна.


Хӑйсене ҫынсем мухтаччӑр тесе, икӗ питлисем синагогӑсемпе урамсенче шӑв-шав кӑларса чухӑнсене пулӑшанҫи тӑваҫҫӗ. Ӗнтӗ эсӗ вӗсем пек ан пул. Чӑн калатӑп сире: илнӗ мухтавӗ вӗсен кунти пурӑнӑҫра кӑна.


Эсӗ вара кӗлтунӑ чухне шалти пӳлӗме кӗр те, алӑкна хупса, курӑнми Аҫуна кӗлту. Вара вӑрттӑн тунине те куракан Аҫу сана уҫҫӑнах тавӑрса парӗ.


„Эй, ывӑлӑм! – тенӗ ашшӗ ӑна. – Эсӗ яланах манпа пӗрле. Манӑн мӗн пурри пӗтӗмпех санӑн.


Анчах та Авраам ҫапла каланӑ: „Ачам! Астуса ил-ха, ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫунта эсӗ ырлӑх куртӑн, Лазарь вара нуша курса пурӑнчӗ. Халӗ вӑл кунта савӑнать, эсӗ вара асапланатӑн.


Эсӗ Ӑна пур этемпе те пуҫ пулма ирӗк панӑ пекех, Вӑл та Эсӗ шанса панисене пурне те ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парӗ.


Саккунра мӗн калани саккуна пӑхӑнакансене пурне те пырса лекет. Ҫавӑнпа та пурин ҫӑварӗ те хупланать, Турӑ умӗнче пӗтӗм тӗнче айӑплӑ пулса тӑрать. Ҫакна эпир пӗлетпӗр.


Ҫук. Пӑрахӑҫламасть. Турӑ чӑн, кирек епле этем те вара ултавлӑ. Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Эсӗ чӑннине калатӑн, ҫавӑнпа Хӑвна айӑплакансене Эсӗ ҫӗнтерӗн».


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ