12 „Кусем, кайран килнисем, пӗр сехет пек ӗҫлерӗҫ те, пирӗнпе, кун каҫа шӑрӑхра тар тӑкса тертленекенсемпе, танах илчӗҫ“, – тенӗ вӗсем.
Хайхискерсем укҫине илсен пахча хуҫине ӳпкеле пуҫланӑ.
Кӑнтӑр енчен ҫил вӗрсен: „Шӑрӑх пуласса“, – тетӗр. Чӑнах та пулать.
Пирӗн мӗнпе мухтанмалла-ха? Мухтанмалли нимӗн те ҫук. Мӗнле саккунпа мухтанмалла? Саккун хушнине туса-и? Паллах, ҫук. Саккун хушнине тунипе мар, ӗненӳпе кӑна мухтанма пулать.
Мӗншӗн тесен Турӑ пӗрре. Вӑл ӳт кастарнӑшӑн е кастарманшӑн мар, ӗненнӗшӗн тӳрре кӑларать.
Эпир паян кунчченех ҫинӗ-ҫимен, ӗҫнӗ-ӗҫмен, тумланнӑ-тумланман ҫӳретпӗр, пире хӗнеҫҫӗ, кил-ҫуртӑмӑр та ҫук.
Вӑрттӑнлӑхӗ вара ҫакӑ: Ырӑ Хыпар пӗлтернипе ытти халӑхсем те иудейсемпе пӗрлех еткер илме тивӗҫлӗ, вӗсем те пӗр ӳт-пӳ пайӗсемех, вӗсем те Турӑ Иисус Христос урлӑ пама шантарнине илес ҫынсемех.
Хӗвел тухать те, шӑрӑх ҫитет, курӑка ӗнтсе ярать. Курӑкӗ типет те, чечекӗ тӑкӑнать, унӑн илемӗ ҫухалать. Мулшӑн ҫунакан пуян та ҫавӑн пекех ҫухалать.