11 Хайхискерсем укҫине илсен пахча хуҫине ӳпкеле пуҫланӑ.
Ирхине ирех ӗҫлеме тухнисем пынӑ та: „Пире ытларах тӳлет пулӗ-ха“, – тесе шухӑшланӑ. Анчах вӗсем те, калаҫса килӗшнӗ пекех, пӗрер динарий илнӗ.
„Кусем, кайран килнисем, пӗр сехет пек ӗҫлерӗҫ те, пирӗнпе, кун каҫа шӑрӑхра тар тӑкса тертленекенсемпе, танах илчӗҫ“, – тенӗ вӗсем.
«Ӑна виҫ ҫӗр динарийрен те ытлараха сутса укҫине чухӑнсене пама пулатчӗ», – тесе ӳпкеленӗ вӗсем хӗрарӑма.
Унта тӑракан фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем ӳпкелешсе калаҫнӑ: «Вӑл ҫылӑхлӑ ҫынсене йышӑнать, вӗсемпе пӗрле апат ҫиет!» – тенӗ.
Ҫавна курсан ҫынсем: «Вӑл ҫылӑхлӑ ҫын патне кӗчӗ!» – тесе Иисуса ӳпкелешме пуҫланӑ.
Фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем Иисусӑн вӗренекенӗсене ӳпкелешсе каланӑ: «Мӗншӗн эсир налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиетӗр?»
«Эпӗ – ҫӳлтен аннӑ ҫӑкӑр» тенине илтсен иудейсем Иисуса ӳпкелеме пуҫланӑ.
«Сире ҫакӑ та пӑтраштарать-и? – тенӗ вӗсене Иисус, ҫав сӑмахсемшӗн вӗренекенӗсем ӳпкелешнине пӗлсе тӑрса.
Анчах та иудейсем, халӑх йышлӑн пуҫтарӑннине курсан, питӗ вӗчӗрхеннӗ. Вара вӗсем Павела хирӗҫ каласа, усал сӑмахпа хӑртса, ун сӑмахне пӳлсе пынӑ.
Пире иудейсем ытти халӑхсене ҫӑлӑнӑҫ Хыпарне пӗлтерме чӑрмантарнӑ пирки вӗсем хӑйсен ҫылӑх виҫине тӑтӑшах тултарса тӑраҫҫӗ. Вӗсене Турӑ ҫилли ҫитетех.
Вӗсем яланах ӳпкелешеҫҫӗ, нӑйкӑшаҫҫӗ, Турра хисеплемесӗр тата Турӑ йӗркине пӑсса ӳт-пӳ хистени хыҫҫӑн каяҫҫӗ, мӑнкӑмӑллӑн калаҫаҫҫӗ, хӑйсене усӑллӑ чухне йӑпӑлтатма та именмеҫҫӗ.