8 «Кайӑр та пӗчӗк Ача ҫинчен тӗплӗн тӗпчесе ыйтса пӗлӗр. Ӑна тупсан вара мана килсе калӑр, эпӗ те кайса пуҫҫапам Ӑна», – тенӗ Ирод вӗсене Вифлеем хулине кайма хушса.
Ирод патша вӑхӑтӗнче, Иудейӑри Вифлеем хулинче Иисус ҫуралсан, хӗвел тухӑҫӗнчи ӑсчахсем Иерусалима пынӑ та халӑхран ҫапла ыйтнӑ:
Вара Ирод ӑсчахсене вӑрттӑн чӗнсе илтерсе вӗсенчен ҫав ҫӑлтӑр курӑннӑ тӗрӗс вӑхӑта ыйтса пӗлнӗ.
Патша хушнине итлесе ӑсчахсем кайнӑ. Ҫул ҫинче каллех хайхи хӗвел тухӑҫӗнче асӑрханӑ ҫӑлтӑр курӑннӑ. Ҫав ҫӑлтӑр вӗсем умӗнче куҫса пынӑ-пынӑ та, пӗчӗк Ача тӗлне ҫитсен, тӑпах чарӑннӑ.