Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 2:6 - Синодальный НЗ

6 „Эсӗ те, Вифлеем, Иуда ҫӗрӗ, Иудӑн аслӑ хулисенчен нимӗнпе те кая мар: мӗншӗн тесен санӑн ҫыннусенчен Ҫулпуҫӗ тухӗ, Вӑл Манӑн халӑхӑн, Израиль халӑхӗн, Кӗтӳҫи пулӗ“».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 2:6
24 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ирод патша вӑхӑтӗнче, Иудейӑри Вифлеем хулинче Иисус ҫуралсан, хӗвел тухӑҫӗнчи ӑсчахсем Иерусалима пынӑ та халӑхран ҫапла ыйтнӑ:


Вара Иисус, патнерех пырса, ҫапла каланӑ: «Пӗлӗт ҫинче те, ҫӗр ҫинче те пуҫ пулма Мана тулли ирӗк панӑ.


Иисус унран тата тепӗр хут ыйтнӑ: «Иона ывӑлӗ Симон! Эсӗ Мана юрататӑн-и?» «Юрататӑп, Хуҫамӑр! – тенӗ Петр. – Эпӗ Сана юратнине Эсӗ Ху та пӗлетӗн». Иисус ӑна каланӑ: «Манӑн сурӑхӑмсен кӗтӳҫи пул».


Христос Давид йӑхӗнчен, Давид ҫуралнӑ Вифлеемран килмелле темен-им Ҫырнинче?»


Вӑл Христоса пуринчен те асли – Чиркӳ Пуҫӗ – туса, пурне те Унӑн ури айне туса, Ӑна пӑхӑнмалла турӗ.


Вӑл – Чиркӳ ӳт-пӗвӗн пуҫӗ. Вӑл – пуҫламӑшӗ; пур тӗлӗшӗнчен те малта пулмашкӑн чӗрӗлсе тӑнисенчен пӗрремӗшӗ.


Пирӗн Хуҫамӑр, паллӑ ӗнтӗ, Иуда йӑхӗнчен тухнӑ. Вӑл йӑхри ҫынсем священника ларасси пирки вара Моисей пӗр сӑмах та каламан.


Ҫиччӗмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртсан, тӳпере вӑйлӑ сасӑсем янӑраса кайрӗҫ. «Ҫӗр ҫинчи патшалӑх Хуҫа Туррӑмӑрпа Унӑн Христосӗн патшалӑхӗ пулса тӑчӗ! Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Патша пулӗ!» – терӗҫ сасӑсем.


Мӗншӗн тесен престол умӗнчи Путек вӗсен кӗтӳҫи пулӗ, вӗсене чӗрӗлӗх шывӗпе тапса тӑракан ҫӑлкуҫсем патне ертсе кайӗ. Турӑ вӗсен куҫӗнчи кирек епле куҫҫульне те шӑлса ярӗ».


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ