5 «Иудейӑри Вифлеем хулинче, – тенӗ ӑна вӗсем, – мӗншӗн тесен Турӑ пророка ҫапла ҫыртарнӑ:
Ирод патша вӑхӑтӗнче, Иудейӑри Вифлеем хулинче Иисус ҫуралсан, хӗвел тухӑҫӗнчи ӑсчахсем Иерусалима пынӑ та халӑхран ҫапла ыйтнӑ:
Вара Ирод аслӑ священниксене, халӑха Моисей саккунне вӗрентекенсене пурне те пухнӑ та: «Христосӑн ӑҫта ҫуралмалла?» – тесе тӗпчесе ыйтнӑ.
Христос Давид йӑхӗнчен, Давид ҫуралнӑ Вифлеемран килмелле темен-им Ҫырнинче?»