Вара Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен илтсе пӗлнӗ кашни саккун вӗрентӳҫине кил хуҫипе танлаштарма пулать. Ҫав хуҫа хӑй пурлӑхне упракан вырӑнтан киввине те, ҫӗннине те илсе тухать».
Иисус Турӑ Ҫуртне пырса ҫынсене вӗрентнӗ чух Ун патне аслӑ священниксемпе халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пынӑ. «Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? Кам Сана ҫакнашкал ирӗк панӑ?» – тесе ыйтнӑ вӗсем.
Унтан Иисус вӗренекенӗсене Этем Ывӑлӗ нумай асап курасси ҫинчен, ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксем тата саккун вӗрентӳҫисем Хӑйне йышӑнас ҫукки ҫинчен кала пуҫланӑ. Тата Вӑл Хӑйне вӗлересси ҫинчен, виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен те каласа панӑ.
Ҫапла вара, Иуда пӗр ушкӑн салтака тата аслӑ священниксемпе фарисейсен тарҫисене ертсе унта пынӑ. Пурте вӗсем хунарсемпе ҫутаткӑҫсем йӑтнӑ, хӗҫсемпе пулнӑ.
Ҫапла хӑтланса ҫак синагогӑна ҫӳрекенсем халӑха та, ятлӑ-сумлӑ ҫынсене те, саккун вӗрентӳҫисене те хӗтӗртсе янӑ. Вара лешсем Стефана ярса тытнӑ та синедриона илсе кайнӑ.