3 Ҫакна илтсен Ирод патша та, пӗтӗм Иерусалим ҫыннисем те аптӑраса ӳкнӗ.
«Иудейсен Патши пулма ҫуралнӑ Ача ӑҫта-ши? Ӗнтӗ эпир хӗвел тухӑҫӗнче Унӑн ҫӑлтӑрне куртӑмӑр та Ӑна пуҫҫапма килтӗмӗр».
Вара Ирод аслӑ священниксене, халӑха Моисей саккунне вӗрентекенсене пурне те пухнӑ та: «Христосӑн ӑҫта ҫуралмалла?» – тесе тӗпчесе ыйтнӑ.
«Эй, Иерусалим, Иерусалим! Пророксене пӗтерекен, ху патна янисене чулпа пере-пере вӗлерекен хула! Чӗп амӑшӗ хӑй чӗпписене ҫуначӗ айне пухнӑ пек, Эпӗ миҫе хутчен санӑн ачусене пуҫтарма тытӑнтӑм, анчах та эсир пуҫтарӑнасшӑн пулмарӑр!
Тата сирӗн вӑрҫӑсем ҫинчен илтмелле, вӑрҫӑ хыпарӗсем илмелле пулӗ. Астӑвӑр, хӑраса ан ӳкӗр, мӗншӗн тесен ҫавсен пурин те пулмалла, анчах ку пӗтес вӑхӑт мар-ха.
Иисуса курсанах вӗсем кӑшкӑрса янӑ: «Эй, Турӑ Ывӑлӗ, Иисус! Санӑн пирӗнпе мӗн ӗҫ пур? Эсӗ пире кунта вӑхӑт ҫитичченех асаплантарма килтӗн».
Вӑрҫӑсем ҫинчен илтсен, вӑрҫӑ хыпарӗсем илсен, хӑраса ан ӳкӗр, мӗншӗн тесен ҫапла пулмалла та, анчах ку пӗтес вӑхӑт мар-ха.
Вӗсене апостолсем халӑха вӗрентни тата Иисус чӗрӗлсе тӑнӑ пек вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла тесе ӳкӗтлени питӗ тарӑхтарнӑ.