Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 2:23 - Синодальный НЗ

23 Унта вӑл хӑйӗн ҫемйипе Назарет ятлӑ хулара пурӑнма пуҫланӑ. Ҫапла Турӑ пророксем урлӑ: «Турӑ Суйласа илнине Назорей тейӗҫ», – тесе калани пурнӑҫланнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 2:23
20 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫак ӗҫсем Хуҫа Турӑ пророк урлӑ калани пурнӑҫланмашкӑн пулса иртнӗ, пророк ҫапла каланӑ пулнӑ:


«Ку вӑл Иисус, Галилейӑри Назаретран тухнӑ Пророк», – тенӗ ҫынсем.


Вӑл хапхаран тухнӑ чухне ӑна тепӗр хӗрарӑм тарҫӑ асӑрханӑ та унти ҫынсене каланӑ: «Ак ҫакӑ та Иисус Назорейпа пӗрлеччӗ».


«Эй, Назарет Иисусӗ! Санӑн пирӗнпе мӗн ӗҫ пур ара? Эсӗ пире пӗтерме килнӗ! Эсӗ камне эпӗ пӗлетӗп. Эсӗ – Туррӑн Святойӗ!»


Ҫав кунсенче Галилея ҫӗрӗнчи Назарет хулинчен Иоанн патне Иисус та пынӑ. Иоанн Ӑна Иорданра шыва кӗртнӗ.


Ҫие юлни ултӑ уйӑх ҫитсен, Турӑ татах Гавриил ангела Галилейӑри Назарет хулине


Ҫынсем ӑна: «Назорей Иисусӗ иртсе пырать», – тенӗ.


Турӑ саккунӗ хушнине пурне те туса пӗтерсен Иосифпа Мария Галилейӑна, Назарет ятлӑ тӑван хулине, тавӑрӑннӑ.


«Назорей Иисуса», – тенӗ лешсем. «Эпӗ-ха Вӑл», – тенӗ Иисус. Ӑна тытса паракан Иуда та ҫав ушкӑнрах тӑнӑ.


Вӑл вӗсенчен каллех: «Кама шыратӑр?» – тесе ыйтнӑ. «Назорей Иисуса», – тенӗ лешсем.


Хӗрес ҫумне тата хӑма татӑкӗ ҫапса хунӑ. Хӑми ҫине Пилат ҫапла ҫыртарнӑ пулнӑ: «Иудея Патши, Назорей Иисус».


Эй, Израиль ҫыннисем! Ҫак сӑмахсене тимлесе итлӗр: эсир Иисус Назорея, Турӑ малтанах пӗлсе, палӑртса хунипе сутмалла пулнӑскере, тытрӑр та Ӑна ҫылӑхлисен аллине патӑр. Пӗлетӗр ӗнтӗ, Турӑ Унӑн тивӗҫлӗхне сирӗн хушшӑрта Ун урлӑ хӑватсем, тӗлӗнмелле ӗҫсем, паллӑсем кӑтартса сире пӗлтерчӗ. Эсир Иисуса вӗлерттертӗр,


Ҫак ҫын халӑха сиен тӑвать; мӗн пур иудейсене пӗр-пӗринпе хирӗҫтерсе ҫӳрет, Назорейсен суя тӗн вӗрентӗвне ертсе пырать.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ