2 «Иудейсен Патши пулма ҫуралнӑ Ача ӑҫта-ши? Ӗнтӗ эпир хӗвел тухӑҫӗнче Унӑн ҫӑлтӑрне куртӑмӑр та Ӑна пуҫҫапма килтӗмӗр».
Ҫакна илтсен Ирод патша та, пӗтӗм Иерусалим ҫыннисем те аптӑраса ӳкнӗ.
«Сион хӗрне калӑр: акӑ йӑваш кӑмӑллӑ Патшу сан патна тихаллӑ, ӗҫе кӳлӗннӗ ашак ами ҫине утланса ҫывхарать».
Ҫав вӑхӑтра Иисуса Пилат патне илсе пынӑ. «Эсӗ Иудея Патши-и?» – тесе ыйтнӑ Унран пуҫлӑх. «Эсӗ ху ҫапла тесе каларӑн», – тавӑрнӑ Иисус.
«Хуҫа Турӑ ячӗпе килекен Патша мухтавлӑ! Пӗлӗт ҫинче канӑҫлӑх, ҫӳлте мухтав пултӑр!»
Паян Давид хулинче сире Ҫӑлакан ҫуралчӗ, Вӑл – Христос Хуҫамӑр!
Пилат Иисусран ыйтнӑ: «Эсӗ Иудея Патши-и?» Иисус ӑна хирӗҫ: «Эсӗ ху ҫапла каларӑн», – тенӗ.
Унӑн пуҫӗ тӗлне: «Ҫакӑ – Иудея Патши», – тесе грекла, латинла, еврейла ҫырса ҫапнӑ.
«Равви! Эсӗ – Турӑ Ывӑлӗ, Эсӗ – Израиль Патши», – тенӗ Нафанаил.
Вара ҫынсем, пальма турачӗсем илсе, Ӑна хирӗҫ тухнӑ. «Осанна! Хуҫа Турӑ ячӗпе килекен Израиль Патшине мухтав!» – тесе кӑшкӑрнӑ вӗсем.
«Эппин Эсӗ Патшах-и?» – тенӗ Ӑна Пилат. «Эпӗ Патша тесе эсӗ каларӑн, – тавӑрнӑ Иисус. – Эпӗ чӑнлӑх ҫинчен каласа пӗлтерме ҫуралнӑ, ҫавӑншӑн тӗнчене килнӗ. Чӑнлӑхлӑ кашни ҫын Ман сасса итлет».
Хӗрес ҫумне тата хӑма татӑкӗ ҫапса хунӑ. Хӑми ҫине Пилат ҫапла ҫыртарнӑ пулнӑ: «Иудея Патши, Назорей Иисус».
«Хуҫам тата Туррӑм!» – теме ҫеҫ пултарнӑ Фома.
Вара вӑл: «Ӗненетӗп, Хуҫамӑр», – тенӗ те Ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ.
Хӑйӗн Малтанхи Ывӑлне ҫут тӗнчене килтернӗ чухне Вӑл ҫапла каланӑ: «Турӑ ангелӗсем пурте Ӑна пӑхӑнса пуҫҫапчӑр».
«Эпӗ, Иисус, сире ҫакна чиркӳсенче ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн Хамӑн ангелӑма ятӑм. Эпӗ – Давид ӑрӑвӗн никӗсӗ тата тӑхӑмӗ, ирхи ҫутӑ ҫӑлтӑр».