Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 2:15 - Синодальный НЗ

15 вара Ирод виличченех унта пурӑннӑ. Ҫапла Хуҫа Турӑ пророк урлӑ: «Ывӑлӑма Эпӗ Египетран чӗнсе илтӗм», – тесе калани пурнӑҫланнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 2:15
21 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫак ӗҫсем Хуҫа Турӑ пророк урлӑ калани пурнӑҫланмашкӑн пулса иртнӗ, пророк ҫапла каланӑ пулнӑ:


Иосиф тӑнӑ та пӗчӗк Ачапа Унӑн Амӑшне илсе ҫӗр варринчех Египета тухса кайнӑ;


Ҫапла майпа Турӑ Иеремия пророк урлӑ калани пурнӑҫланнӑ. Вӑл ҫапла каланӑ пулнӑ:


Ирод вилсен вара Египетра Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ Иосифа тӗлӗкре курӑннӑ та


Унта вӑл хӑйӗн ҫемйипе Назарет ятлӑ хулара пурӑнма пуҫланӑ. Ҫапла Турӑ пророксем урлӑ: «Турӑ Суйласа илнине Назорей тейӗҫ», – тесе калани пурнӑҫланнӑ.


Ҫакӑ пӗтӗмпех Турӑ пророк урлӑ калани пурнӑҫланма пулса иртнӗ. Пророк ҫапла каланӑ пулнӑ:


Ҫырнинче ҫапла пулмалла тесе калани вара епле пурнӑҫланӗ?»


Ҫакӑ йӑлтах пророксем ҫырса хӑварни пурнӑҫланмашкӑн пулса иртрӗ». Ҫавӑн чухне мӗн пур вӗренекенӗ Ӑна пӑрахса тарнӑ.


Пӑталанӑ хыҫҫӑн салтаксем Унӑн тумтирне шӑпа ярса валеҫнӗ.


Ҫапла Турӑ Исаия пророк урлӑ калани пурнӑҫланнӑ. Пророк ҫапла каланӑ пулнӑ: «Вӑл пирӗн халсӑрлӑха тата чир-чӗре илсе кайрӗ».


Унтан Вӑл вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Ман ҫинчен Моисей саккунӗнче, пророксен кӗнекинче, псаломсенче ҫырни пурте пурнӑҫланмалла тесе Эпӗ хӑвӑрпа пӗрле чухнех каланӑччӗ. Ҫавсем ӗнтӗ пӗтӗмпех пурнӑҫланчӗҫ».


Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус, пӗтӗмпех пурнӑҫланнине кура, Ҫырнинче калани пулса ҫиттӗр тесе, ҫапла каланӑ: «Ӑшӑм хыпрӗ».


Ҫапла майпа Ҫырнинче «Унӑн пӗр шӑммине те ҫапса ватмӗҫ» тени пурнӑҫланнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ