Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 2:12 - Синодальный НЗ

12 Каярахпа Турӑ вӗсене тӗлӗк кӑтартса Ирод патне тавӑрӑнма юраманни ҫинчен пӗлтернӗ. Вара ӑсчахсем хӑйсен ҫӗрне урӑх ҫулпа тавӑрӑннӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 2:12
17 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Анчах та вӑл ҫапла шухӑшласанах ӑна тӗлӗкре Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ курӑннӑ. «Давид патша йӑхӗнчи Иосиф, – тенӗ Турӑ ангелӗ, – эсӗ арӑмна, Марияна, ху патна илме ан хӑра, Вӑл Святой Сывлӑш хӑвачӗпе йывӑр ҫын пулнӑ.


Ӑсчахсем кайсан Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ Иосифа тӗлӗкре курӑнса ҫапла каланӑ: «Тӑр та пӗчӗк Ачапа Амӑшне илсе Египет ҫӗр-шывне тар. Эпӗ систериччен ҫавӑнтах пурӑн, мӗншӗн тесен Ирод пӗчӗк Ачана шыраса тупса вӗлерттересшӗн».


Ирод вилсен вара Египетра Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ Иосифа тӗлӗкре курӑннӑ та


Анчах та Иудейӑра Ирод ывӑлӗ Архелай ашшӗ вырӑнӗнче патшара ларнине пӗлсен Иосиф унта тавӑрӑнма шикленнӗ. Вара, Турӑ хӑйне тӗлӗкре пӗлтернине итлесе, Галилейӑна кайнӑ.


Тата вӑл суд тумалли вырӑнта ларнӑ чухне арӑмӗ ун патне пӗр ҫынна ҫапла калама хушса янӑ пулнӑ: «Ҫав Айӑпсӑрскерне нимӗн те ан ту! Эпӗ кӗҫӗр тӗлӗкре Уншӑн хытӑ асаплантӑм».


Хуҫа Туррӑн Христосне курмасӑр вилместӗн тесе ӑна Святой Сывлӑш малтанах систернӗ пулнӑ.


Лешсем вара ҫапла каланӑ: «Ырӑ ӗҫсем туса, Турӑран хӑраса пурӑнакан, пӗтӗм Иудея халӑхӗ сума сӑвакан ҫӗрпӗве, Корнилие, святой ангел курӑннӑ. Ҫав ангел сана Корнилий патне чӗнсе пыма, санӑн сӑмахна итлеме хушнӑ».


Анчах та Петрпа Иоанн ҫапла тавӑрса каланӑ: «Хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха: сире Турӑран та ытларах итлени Турӑ умӗнче тӗрӗс пулӗ-и?


Петрпа ытти апостолсем вара ҫапла тавӑрса каланӑ: «Турра пӑхӑнасси этеме пӑхӑнассинчен ытларах пулмалла.


Мӗншӗн тесен ҫак тӗнче ӑслӑлӑхӗ Турӑ умӗнче – ӑссӑрлӑх. Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Турӑ ӑсчахсене хӑйсем карнӑ чеелӗх танатипех тытать».


Ӗненӗве пула Ной та, Турӑ мӗн пуласси ҫинчен асӑрхаттарсан, Турра хисеплесе хӑранипе хӑйӗн кил-йышне ҫӑлмашкӑн карап тунӑ. Мӗн пуласси ун чухне уҫӑлман пулнӑ-ха. Ӗненӗве пула вӑл, ҫак пӗтӗм тӗнчене айӑпласа, ӗненӳрен килекен тӳрӗлӗхӗн еткерне илме тивӗҫ пулнӑ.


Вӗсем ҫӗр ҫинче сӑваплӑ вырӑнта Турӑшӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Анчах та ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ вырӑн тӳперин мӗлки тата ӗлки кӑна. Мӗншӗн тесессӗн чатӑр лартма пуҫласан Турӑ Моисея ҫапла асӑрхаттарнӑ: «Асту, – тенӗ Вӑл, – пӗтӗмпех хӑвна ту ҫинче кӑтартнӑ ӗлке евӗрлӗ ту».


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ