Иисус Христос ҫурални вара акӑ ҫапла пулса иртнӗ: Иисус Амӑшне, Марияна, Иосиф валли ҫураҫсан, вӗсем пӗрле пурӑнма пуҫличченех, Святой Сывлӑш хӑвачӗпе Мариян ҫие юлнӑ.
Симеон Марияпа калаҫнӑ вӑхӑтра вӗсем патне пынӑ Анна та Хуҫамӑра мухтама пуҫланӑ. Ҫӑлӑнасса кӗтекен Иерусалимри ҫынсене пурне те вӑл Ача ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Вара эпӗ ун ури умне ӳксе пуҫҫапрӑм, анчах та вӑл мана: «Асту, кунашкал ан хӑтлан, – терӗ. – Эпӗ сан пекех, Иисус ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекен тӑванусем пекех, Турӑ чури кӑна. Турра пуҫҫап! Мӗншӗн тесен Иисус ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерни – пророкла каланин тӗшши пулса тӑрать».