8 Иисус вӗсене каланӑ: «Чунӑрсем уҫӑлса ҫитейменрен Моисей сире арӑмсене уйӑрса яма ирӗк панӑ, малтанах апла пулман.
«Епле-ха тата Моисей: упӑшки арӑмӗпе уйӑрӑлнӑ чухне унӑн арӑмне уйӑрӑлу хучӗ ҫырса памалла тесе хушса хӑварнӑ?» – тенӗ Ӑна фарисейсем.
Эпӗ вара сире калатӑп: кам хӑй арӑмне аскӑн ӗҫпе айӑпа кӗмен ҫӗртех уйӑрса ярса урӑххине качча илет, ҫав мӑшӑра улталас ҫул ҫине тӑрать. Уйӑрӑлнӑ хӗрарӑма качча илни те мӑшӑра улталаниех пулать».
Анчах та Иисус ӑна хуравласа каланӑ: «Ҫапла пулмалла та, Турӑ хушнине йӑлтах пирӗн ҫапла пурнӑҫламалла». Иоанн вара шыва кӗртме килӗшнӗ.
Усалсем Иисуса: «Эсӗ пире хӑваласа кӑларатӑн пулсан, кӗтӳри сыснасем ӑшне кӗме хушсам», – тесе йӑлӑннӑ.
Вара Иисус вӗсене ҫапла тавӑрса каланӑ: «Моисей сире ҫав йӗркене чунӑрсем уҫӑлса ҫитейменрен парса хӑварнӑ.
Юлашкинчен Иисус вун пӗр вӗренекенне каҫхи апат ҫисе ларнӑ чухне курӑннӑ. Иисус вӗсене чунӗсем уҫӑлса ҫитейменшӗн, Хӑй чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Ӑна куракансене ӗненменшӗн ӳпкеленӗ.
Паллах, ҫакна эпӗ хушса мар, ирӗк парса калатӑп.