7 «Епле-ха тата Моисей: упӑшки арӑмӗпе уйӑрӑлнӑ чухне унӑн арӑмне уйӑрӑлу хучӗ ҫырса памалла тесе хушса хӑварнӑ?» – тенӗ Ӑна фарисейсем.
Унӑн пулас упӑшки Иосиф тӳрӗ пурӑнакан ҫын пулнӑ. Вӑл, Мариян ятне ярас мар тесе, сас-хура кӑлармасӑр Ӑна пӑрахма шут тытнӑ.
Ӗнтӗ вӗсем иккӗн мар, пӗр ӳт. Ҫапла вара, Турӑ пӗрлештернине этем ан уйӑртӑр», – тенӗ.
Иисус вӗсене каланӑ: «Чунӑрсем уҫӑлса ҫитейменрен Моисей сире арӑмсене уйӑрса яма ирӗк панӑ, малтанах апла пулман.
„Кам хӑй арӑмне уйӑрса ярать, ҫавӑн арӑмне уйӑрӑлу хучӗ памалла“, – тенӗ тата авалах.
«Уйӑрӑлу хучӗ ҫырса парсан уйӑрӑлма Моисей ирӗк панӑ», – тенӗ вӗсем.