6 Ӗнтӗ вӗсем иккӗн мар, пӗр ӳт. Ҫапла вара, Турӑ пӗрлештернине этем ан уйӑртӑр», – тенӗ.
Унтан каланӑ: „Ҫавӑнпа ҫын ашшӗ-амӑшне хӑварӗ те арӑмӗпе пӗрлешӗ, вара иккӗн пӗр ӳт пулӗҫ“.
«Епле-ха тата Моисей: упӑшки арӑмӗпе уйӑрӑлнӑ чухне унӑн арӑмне уйӑрӑлу хучӗ ҫырса памалла тесе хушса хӑварнӑ?» – тенӗ Ӑна фарисейсем.
Ҫапла вара, Турӑ пӗрлештернине этем ан уйӑртӑр».
Тӗслӗхрен, качча кайнӑ хӗрарӑма упӑшкапа пурӑнасси ҫинчен калакан саккун упӑшки ҫумне ҫыхать. Упӑшки вилсессӗн вара хӗрарӑм ҫав саккунран ирӗклӗ.
Упӑшкисен арӑмӗсене хӑйсен ӳт-пӗвне юратнӑ пекех юратмалла: арӑмне юратакан хӑйне те юратать.
Арлӑ-арӑмлӑ пурӑнӑҫ хисепре пултӑр, мӑшӑрсем пӗр-пӗрне ан улталаччӑр. Улталакансене тата аскӑнланакансене Турӑ суд тӑвӗ.