5 Унтан каланӑ: „Ҫавӑнпа ҫын ашшӗ-амӑшне хӑварӗ те арӑмӗпе пӗрлешӗ, вара иккӗн пӗр ӳт пулӗҫ“.
Ӗнтӗ вӗсем иккӗн мар, пӗр ӳт. Ҫапла вара, Турӑ пӗрлештернине этем ан уйӑртӑр», – тенӗ.
Юратанҫи пулса мар, пӗр-пӗрне чун-чӗререн юратӑр. Усалтан пӑрӑнӑр, ырӑ ҫумне ҫыпҫӑнӑр.
Аскӑн хӗрарӑмпа ҫыхланакан унпа пӗр ӳт-пӳ пулнине эсир пӗлместӗр-им? «Иккӗшӗ пӗр ӳт-пӳ пулӗҫ», – тенӗ-ҫке-ха Ҫырнинче.
Аскӑнлӑха путмалла ан пултӑр тесен, кашни арҫыннӑн арӑмӗ пултӑр, кашни хӗрарӑмӑн – упӑшки.
Арӑмӗ хӑйӗн ӳт-пӗвӗпе хуҫаланаймасть, унӑн хуҫи – упӑшки. Ҫавнашкалах упӑшки те хӑйӗн ӳт-пӗвӗпе хуҫаланаймасть, унӑн хуҫи – арӑмӗ.
«Ҫавӑнпа та этем хӑйӗн ашшӗпе амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ; вара иккӗшӗ пӗр ӳт-пӳ пулӗҫ», – тенӗ Ҫырнинче.