3 Иисус патне фарисейсем пынӑ та, Ӑна илӗртсе тӗрӗслес тесе, ыйту панӑ: «Упӑшкин арӑмне кирек епле сӑлтавпа та уйӑрса яма юрать-и?»
Унтан Иисус патне фарисейсемпе саддукейсем пынӑ та, Ӑна тӗрӗслес тесе, тӳперен хӑват кӑтартма ыйтнӑ.
Вӗсенчен пӗри, саккун вӗрентӳҫи, Ӑна илӗртсе тӗрӗслес тесе ҫапла ыйтнӑ:
Ҫавӑнта Иисус патне фарисейсем пынӑ та, Ӑна илӗртсе тӗрӗслес тесе, ҫапла ыйтнӑ: «Упӑшкин хӑй арӑмне уйӑрса яма юрать-и?»
Унтан вӗсем, Иисус каланинче айӑпламалли сӑлтав тупасчӗ тесе, Ун патне темиҫе фарисея тата Ирод майлисене янӑ.
Анчах та Иисус, вӗсен чеелӗхне пӗлсе тӑрса, ҫапла каланӑ: «Мӗн эсир Мана илӗртсе тӗрӗслетӗр? Мана пӗр динарийлӗх укҫӑра илсе килсе кӑтартӑр-ха».
Ҫакна вӗсем Ӑна айӑплама сӑлтав тупасшӑн тӗрӗслесе каланӑ. Иисус вӗсене курмӑш пулнӑ та пӗшкӗнсе пӳрнипе ҫӗр ҫине темӗн ҫыра пуҫланӑ.
Мӑшӑрланнисене вара эпӗ мар, Хуҫамӑр ҫапла хушать: арӑмӗн упӑшкинчен уйӑрӑлмалла мар.
Унта, Эпӗ мӗн тунине хӗрӗх ҫул курса тӑнӑ ҫинчех, Мана мӑн аслаҫӑрсем тӗрӗслерӗҫ.