Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 19:27 - Синодальный НЗ

27 Ҫавӑн чухне Петр Ӑна хирӗҫ каланӑ: «Акӑ эпир хамӑрӑн мӗн пуррине пӗтӗмпех хӑвартӑмӑр та Сан хыҫҫӑн пыракансем пултӑмӑр. Уншӑн пире мӗн лекӗ?»

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 19:27
17 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус вӗсем ҫине тинкерсе пӑхнӑ та ҫапла каланӑ: «Этем ӑна тума пултараймӗ, Турӑ вара пурне те пултарать».


«Чӑн калатӑп сире, – тенӗ вӗсене Иисус, – пулас ҫӗнӗ тӗнчере, Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн чаплӑ престолӗ ҫине ларсан, эсир те, Ман хыҫҫӑн пыракансем, Израилӗн вун икӗ ӑрӑвӗн тӳри пулмашкӑн вун икӗ престол ҫине ларӑр.


Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус налук пухмалли ҫурт умӗпе иртсе пынӑ. Вӑл унта ларакан Матфей ятлӑ ҫынна курнӑ та ӑна: «Ман хыҫӑмран пыракан пул», – тенӗ. Вара лешӗ тӑнӑ та Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.


Вара Петр Ӑна кала пуҫланӑ: «Акӑ эпир хамӑрӑн мӗн пуррине пӗтӗмпех хӑвартӑмӑр та Сан хыҫҫӑн пыракансем пултӑмӑр».


Иртсе пынӑ чухне Вӑл Алфей ывӑлне Левие, налук пухмалли ҫуртра лараканскере, курнӑ. «Ман хыҫӑмран пыракан пул», – тенӗ ӑна Иисус. Лешӗ тӑнӑ та Ун хыҫӗнчен кайнӑ.


Ҫавӑн пекех эсир те, хӑвӑрӑн мӗн пуррине пӑрахӑҫламасан, Ман вӗренекенӗмсем пулаймӑр».


Анчах вӑл ашшӗне хирӗҫ каланӑ: „Миҫе ҫул эпӗ саншӑн тарҫӑ пек ӗҫлесе пурӑнтӑм, эсӗ мӗн хушнине яланах туса тӑтӑм. Анчах юлташсемпе савӑнма эсӗ мана пӗр качака путекки те пустарса памарӑн!


Петр Ӑна каланӑ: «Акӑ эпир хамӑрӑн мӗн пуррине пӗтӗмпех хӑвартӑмӑр та Сан хыҫҫӑн пыракансем пултӑмӑр».


Унтан вӗсем икӗ киммине те ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ та, пӗтӗмпех пӑрахса хӑварса, Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.


Ҫакна Турӑ Хӑйӗн умӗнче никам та мӑнкӑмӑлланса ан мухтантӑр тесе тунӑ.


Эсӗ ыттисенчен лайӑхрах тесе кам каланӑ? Турӑ панисӗр пуҫне санӑн мӗн пур? Енчен те Турӑ панӑ пулсан, мӗншӗн эсӗ илмен пек мухтанатӑн?


Хуҫамӑра, Иисус Христоса, пӗлесси пуринчен те чаплӑрах пулнӑран эпӗ ыттине йӑлтах пӑрахӑҫларӑм, ҫӳп-ҫап вырӑнне кӑна хуратӑп. Ҫакна эпӗ Христоса ӑша хывас тесе,


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ