24 Тата ҫакна хушса калам: пуяна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлтарах».
«Кам ҫӑлӑнма пултарӗ-ха эппин?» – тенӗ вӗренекенӗсем ҫав сӑмахсене илтнӗ хыҫҫӑн пит тӗлӗнсе.
Иисус вӗсем ҫине тинкерсе пӑхнӑ та ҫапла каланӑ: «Этем ӑна тума пултараймӗ, Турӑ вара пурне те пултарать».
Эй, суккӑр ертӳҫӗсем! Вӑрӑм туна кӗрсе каясран эсир сӗрсе ӗҫетӗр, тӗвене вара ҫӑтса яратӑр.
Пуяна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлтарах».
«Чӑн-чӑнах калатӑп сана, – тенӗ ӑна хирӗҫ Иисус. – Ҫӳлтен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кураймӗ».
«Чӑн-чӑнах калатӑп сана: шывран тата Турӑ Сывлӑшӗнчен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗ, – хуравланӑ Иисус.
Пӗртен-пӗр Турӑ мухтавне шырас вырӑнне эсир пӗр-пӗрне мухтаса пурӑнатӑр пулсан ӑҫтан-ха Мана ӗненме пултарӑр?