Пиҫенлӗ вырӑна ӳкни Турӑ сӑмахне илтекен ҫыннах пӗлтерет, анчах та ку тӗнчери хӗвӗшӳ, пуянлӑх илӗртӗвӗ ун чӗринчи сӑмаха пусса лартать те, сӑмах вара тӗшӗсӗр пулать.
Иисус ҫамрӑк ҫынна ҫапла каланӑ: «Пӗр кӑлтӑксӑр пулас килсен кайса хӑвӑн пурлӑхна сут та укҫине чухӑнсене валеҫсе пар, вара сан валли пурлӑх пӗлӗт ҫинче пулӗ. Ху кил те Ман хыҫҫӑн пыракан пул».
Никам та харӑсах икӗ хуҫа тарҫи пулаймасть, мӗншӗн тесен вӑл пӗр хуҫине кураймӗ, теприне юратӗ; е пӗриншӗн чунне парса тӑрӑшӗ, теприншӗн тӑрӑшмӗ. Эсир харӑсах Турӑ чури те, мул чури те пулаймӑр».