Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 19:21 - Синодальный НЗ

21 Иисус ҫамрӑк ҫынна ҫапла каланӑ: «Пӗр кӑлтӑксӑр пулас килсен кайса хӑвӑн пурлӑхна сут та укҫине чухӑнсене валеҫсе пар, вара сан валли пурлӑх пӗлӗт ҫинче пулӗ. Ху кил те Ман хыҫҫӑн пыракан пул».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 19:21
31 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Унтан Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Кам Ман хыҫҫӑн пыракан пулас тет, ҫав хӑй ҫинчен манса, хӑйӗн асап хӗресне йӑтса, Ман хыҫҫӑн пытӑр.


«Эпӗ вӑл пил-хушусене пурне те мӗн ачаранах пӑхӑнса пурӑнатӑп-ха, тата мӗн тумалла-ши манӑн?» – тенӗ Ӑна ҫамрӑк.


Ҫак сӑмахсене илтсен ҫамрӑк ҫын хуйха ӳкнӗ те пӑрӑнса утнӑ, мӗншӗн тесен унӑн пурлӑхӗ питӗ нумай пулнӑ.


«Чӑн калатӑп сире, – тенӗ вӗсене Иисус, – пулас ҫӗнӗ тӗнчере, Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн чаплӑ престолӗ ҫине ларсан, эсир те, Ман хыҫҫӑн пыракансем, Израилӗн вун икӗ ӑрӑвӗн тӳри пулмашкӑн вун икӗ престол ҫине ларӑр.


Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ман хыҫҫӑн пыракансем пулӑр, Эпӗ сире этем чунӗсене тытакансем тӑвӑп».


Ҫапла вара, Ҫӳлти Аҫӑр епле паха, эсир те ҫапла паха пулӑр».


Анчах Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Ман хыҫӑмран пыракан пул, вилнӗ ҫыннисене вилӗмлисемех пытарччӑр».


Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус налук пухмалли ҫурт умӗпе иртсе пынӑ. Вӑл унта ларакан Матфей ятлӑ ҫынна курнӑ та ӑна: «Ман хыҫӑмран пыракан пул», – тенӗ. Вара лешӗ тӑнӑ та Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.


Вара Иисус ӑна тинкерсе пӑхнӑ та ӑшшӑн каланӑ: «Ӗнтӗ сана пӗр япала кӑна ҫитеймест: кай та пӗтӗм пурлӑхна сутса чухӑнсене валеҫсе пар, вара сан валли пурлӑх пӗлӗт ҫинче пулӗ. Ху кил те, асап хӗресне йӑтса, Ман хыҫҫӑн пыракан пул».


Иртсе пынӑ чухне Вӑл Алфей ывӑлне Левие, налук пухмалли ҫуртра лараканскере, курнӑ. «Ман хыҫӑмран пыракан пул», – тенӗ ӑна Иисус. Лешӗ тӑнӑ та Ун хыҫӗнчен кайнӑ.


Унтан халӑха тата Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе каланӑ: «Кам Ман хыҫҫӑн пырас тет, ҫав хӑй ҫинчен манса, хӑйӗн асап хӗресне йӑтса, Ман хыҫҫӑн пытӑр.


Хӑвӑрӑн пурлӑхӑра сутӑр та чухӑнсене пулӑшӑр. Вара хӑвӑршӑн тӳпере арканми арча, иксӗлми пурлӑх хатӗрлесе хурӑр. Унта вӑрӑ та пымасть, кӗве те ҫимест.


Ҫавӑн пекех эсир те, хӑвӑрӑн мӗн пуррине пӑрахӑҫламасан, Ман вӗренекенӗмсем пулаймӑр».


Эпӗ те сире калатӑп: ку тӗнчери таса мар мулӑрпа усӑ курса та хӑвӑр валли тус-тӑвансем тупӑр. Кайран, хӑвӑр ҫука юлсан, сире ӗмӗр пурӑнмалли ҫурта илӗҫ.


Ҫавна илтсен Иисус ӑна каланӑ: «Санӑн ӗнтӗ пӗри ҫитеймест. Хӑвӑн пӗтӗм пурлӑхна сут та укҫине чухӑнсене валеҫсе пар, вара сан валли пурлӑх ҫӳл тӳпере пулӗ. Ху кил те Ман хыҫҫӑн пыракан пул».


Ҫавӑн хыҫҫӑн, унтан кайсан, Иисус налук пухмалли ҫуртра ларакан Левий ятлӑ ҫынна курнӑ. «Ман хыҫран пыракан пул», – тенӗ ӑна Иисус.


Вӗренекен хӑйӗн вӗрентекенӗнчен аслӑ пулмасть. Ҫапах та пӗлӗвне ӳстерсен кирек кам та хӑйӗн вӗрентекенӗ пек пулма пултарать.


Унтан Иисус пурне те каланӑ: «Кам Ман хыҫҫӑн пырас тет, ҫав хӑй ҫинчен манса, хӑйӗн асап хӗресне йӑтса Ман хыҫҫӑн пытӑр.


Ман сурӑхсем сассӑма итлеҫҫӗ. Эпӗ те вӗсене пӗлетӗп. Вӗсем Ман хыҫӑмран пыраҫҫӗ.


Ман ирӗке тӑвакан Ман хыҫҫӑн пытӑр; Эпӗ ӑҫта – тарҫӑм та ҫавӑнтах пултӑр. Вара Ман ирӗке тӑвакана Аттем те хисеплӗ».


Вӗсем хӑйсен пурлӑхне, япалисене сутса кама кирлӗрех, ҫавсене валеҫнӗ.


Тӗрмене хупнисен асапне, ҫав шутрах манӑнне те, эсир те пӗрлех пайлатӑрччӗ. Тӳпере хӑвӑрӑн лайӑхрах, пӗтми пурлӑх пуррине пӗлнӗ пирки ҫӗр ҫинчи пурлӑхӑра туртса илнишӗн те кулянмастӑрччӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ