17 «Мӗншӗн эсӗ Мана ырӑ тетӗн? – хуравланӑ ӑна Иисус. – Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне никам та ырӑ мар. Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен пил-хушусене пурнӑҫласа пурӑн».
Саккунпа тӳрре тухасси ҫинчен Моисей ҫапла ҫырнӑ: «Саккун хушнисене пӗтӗмпех пурнӑҫлакан ҫын чӗрӗлӗхлӗ пулӗ».
Кирек епле пархатар та, паха парне те ҫӳлтен, ҫутӑлӑх Ашшӗ патӗнчен анать. Турӑ вара яланлӑх, улшӑнми.
Турӑ пире епле юратнине эпир пӗлтӗмӗр, ҫав юратулӑха ӗнентӗмӗр. Турӑ вӑл юратулӑх, ҫавӑнпа та юратуллӑ пурӑнакан ҫын Турӑра пулать, Турӑ та ҫав ҫынра пулать.