Христос Иисус Хӑйӗн виҫесӗр чӑтӑмлӑхне чи малтан ман урлӑ палӑрттӑр тесе, малашлӑхра Хӑйне ӗненекенсем ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулмашкӑн манра тӗслӗх курччӑр тесе Турӑ мана хӗрхенчӗ те.
Эсӗ ӗненӳшӗн чыслӑн кӗреш. Сана ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн суйласа илнӗ. Эсӗ ун ҫинчен нумай ҫын умӗнче аван ҫирӗплетсе пӗлтертӗн. Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗресчӗ тесе тӑрӑш.