15 Вара Вӑл ачасем ҫине аллине хурса пилленӗ те урӑх ҫӗре кайнӑ.
Анчах та Иисус ҫапла каланӑ: «Ачасене Ман патӑма ярӑр, килме ан чарӑр, мӗншӗн тесен Ҫӳлти Патшалӑх вӗсем пеккисемшӗн».
Иисус патне пӗр ҫын пынӑ. «Ырӑ Вӗрентекен! Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулас тесен манӑн мӗнле ырӑ ӗҫ тумалла-ши?» – тенӗ вӑл.
Унтан Вӑл ачасене ыталанӑ та вӗсем ҫине аллине хурса пилленӗ.
Мӗншӗн тесен ӗненмен упӑшка арӑмӗн ӗненӗвӗ урлӑ сӑвапланса тасалать; ӗненмен арӑм та упӑшкин ӗненӗвӗ урлӑ сӑвапланса тасалать, унсӑрӑн сирӗн ачӑрсем таса мар пулӗччӗҫ, капла – таса.
Ҫитменнине, эсӗ ачаранах Таса Ҫырнине пӗлсе ҫитӗннӗ. Ҫырнинче мӗн калани сана Христос Иисуса ӗненсе ҫӑлӑнӑҫ тупмашкӑн ӑслӑлӑх парать.