14 Анчах та Иисус ҫапла каланӑ: «Ачасене Ман патӑма ярӑр, килме ан чарӑр, мӗншӗн тесен Ҫӳлти Патшалӑх вӗсем пеккисемшӗн».
Ҫавӑн чухне Иисус, сӑмахне малалла тӑсса, ҫапла каланӑ: «Эй, Аттем, ҫӗрпе пӗлӗт Хуҫи! Эсӗ ҫакна ӑслӑ-тӑнлисенчен пытарса ача пек айваннисене пӗлмелле тунӑшӑн Сана мухтатӑп.
«Чӑн калатӑп сире: улшӑнаймасан, ача пек пулаймасан эсир Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗр.
Вара Вӑл ачасем ҫине аллине хурса пилленӗ те урӑх ҫӗре кайнӑ.
Тӳрӗлӗхшӗн хӗсӗрленине тӳсекенсем телейлӗ, вӗсене Ҫӳлти Патшалӑх пулӗ.
«Чун-чӗм кӗлмӗҫисем телейлӗ, вӗсене Ҫӳлти Патшалӑх пулӗ.
Ҫавна курсан Иисус, ҫилленсе, вӗсене каланӑ: «Ачасене Ман патӑма ярӑр, килме ан чарӑр, мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ вӗсем пеккисемшӗн.
Чӑн калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне кам ача пек йышӑнмасть, ҫав унта кӗреймӗ».
Эй, тӑвансем! Ача ӑслӗ ан пулӑр. Усалли тӗлӗшӗнчен ача пек пулӑр, анчах та ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчен ҫитӗнсе ҫитнисем пек пулӑр.