11 «Эп каланине пурте мар, кама Турӑ ӑнланма тивӗҫ панӑ, ҫавӑ ӑнланӗ, – тавӑрнӑ вӗсене Иисус.
Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Мӗншӗн тесен сире Ҫӳлти Патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тивӗҫ панӑ, вӗсене вара – паман.
«Арӑмпа ҫак ҫирӗп йӗркесене пӑхӑнса пурӑнас пулсан, авланиччен авланманни», – теҫҫӗ вӗренекенӗсем Иисуса.
– Мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗри ҫуралассах арлӑ-арӑмлӑ пурӑнма юрӑхсӑр ҫуралать, хӑшне ҫынсем каярахпа юрӑхсӑра кӑлараҫҫӗ. Теприсем тата Ҫӳлти Патшалӑхшӑн тӑрӑшас тесе хӑйсемех арлӑ-арӑмлӑ пурӑнма килӗшмеҫҫӗ. Кама ӑнланма тивӗҫ панӑ, ҫавӑ ӑнлантӑр».
Эпӗ мӗн пур ӗненекен ушкӑнсене ҫапла хушатӑп: кашнин Турӑ палӑртнӑ пек, хӑйне Хуҫамӑр мӗнле халлӗн чӗнсе илнӗ, ҫавнашкалах пурӑнмалла.
Аскӑнлӑха путмалла ан пултӑр тесен, кашни арҫыннӑн арӑмӗ пултӑр, кашни хӗрарӑмӑн – упӑшки.
Ҫакна эпӗ сире ҫӑварлӑхласшӑн каламастӑп. Сирӗн пӗтӗмпех йӗркеллӗ пултӑр тесе, пӗтӗм тимлӗхпе Хуҫа Турра чун-чӗререн парӑнса тӑччӑр тесе – сире усӑллӑ пултӑр тесе калатӑп.