9 Сана куҫу ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна чавса кӑларса пӑрах та ывӑтса яр: икӗ куҫупа тамӑк вутне пӑрахнинчен хӑрах куҫупа ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗни саншӑн лайӑхрах».
Ҫын, пӗтӗм тӗнчене хӑй аллине илсен те, хӑй чунне сиен тусан, ӑна мӗн усси пулӗ? Ҫын хӑй чунне мӗн хакпа илейӗ?
Сана аллу е уру ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна кас та ывӑтса яр. Алӑсӑр е урасӑр ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗни ал-ураллӑнах тамӑка, сӳнми вута пӑрахнинчен саншӑн лайӑхрах.
«Мӗншӗн эсӗ Мана ырӑ тетӗн? – хуравланӑ ӑна Иисус. – Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне никам та ырӑ мар. Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен пил-хушусене пурнӑҫласа пурӑн».
Эпӗ вара сире калатӑп: хӑй тӑванне сӑлтавсӑр ҫилленекен кашни ҫынах суда тивӗҫлӗ. Кам хӑй тӑванне „ухмах“ тет, ҫав синедрион судне тивӗҫлӗ. Кам хӑй тӑванне „ирсӗр“ тет, ҫав тамӑк вутне тивӗҫлӗ.
Сана сылтӑм куҫу ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна чавса кӑлар та ывӑтса яр. Мӗншӗн тесен ӳт-пӗвӗн пӗр пайне пӗтерни саншӑн пӗтӗм ӳт-пӗве тамӑка пӑрахнинчен лайӑхрах.
Сана куҫу ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна чавса кӑларса пӑрах: икӗ куҫупа тамӑк вутне пӑрахнинчен Турӑ Патшалӑхне хӑрах куҫлӑн кӗни саншӑн лайӑхрах.
Апостолсем вӗренекенӗсен кӑмӑлне ҫирӗплетнӗ, ӗненӳпе пурӑнма вӗрентсе ӳкӗтленӗ. «Турӑ Патшалӑхне кӗрес тесен пирӗн нумай асап тӳсмелле», – тенӗ вӗсем.
Ҫапла вара, Туррӑн канӑҫлӑхне кӗресчӗ тесе тӑрӑшар. Итлеменнисенчен тӗслӗх илсе никам та унта кӗреймесӗр ан юлтӑрччӗ.
Хулана таса марри нимӗн те кӗреймӗ, ирсӗрлӗхпе суялӑха парӑннисем те нихӑшӗ те кӗреймӗҫ. Путекӗн пурӑнӑҫ кӗнекине ҫырса хунисем кӑна унта кӗрейӗҫ.