Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 18:8 - Синодальный НЗ

8 Сана аллу е уру ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна кас та ывӑтса яр. Алӑсӑр е урасӑр ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗни ал-ураллӑнах тамӑка, сӳнми вута пӑрахнинчен саншӑн лайӑхрах.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 18:8
22 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫапах та налук пухакансем кӑмӑлсӑр ан юлччӑр тесен, тинӗс хӗррине кайса вӑлта яр та чи малтан лекнӗ пулла илсе ҫӑварне уҫса пӑх. Унӑн ҫӑварӗнче эсӗ пӗр статир тупӑн. Ҫав укҫа иксӗмӗршӗн те тӳлеме ҫитӗ, ӑна вӗсене пар».


Унтан сулахай енчисене ҫапла калӗ: „Эй, ылханлӑскерсем! Шуйттанпа ӑна пулӑшаканӗсем валли хатӗрлесе хунӑ сӳнми тамӑк вутне кайӑр Ман патӑмран!


Кусем вара ӗмӗрлӗх асапа кайӗҫ, сӑваплисем ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗҫ».


Ҫавӑн пекех эсир те, хӑвӑрӑн мӗн пуррине пӑрахӑҫламасан, Ман вӗренекенӗмсем пулаймӑр».


„Эй, Авраам мӑн асатте, хӗрхен мана! – тесе кӑшкӑрнӑ пуян. – Лазаре ярсам, типнӗ ҫӑварӑма тумлам шывпа йӗпеттӗрччӗ! Эпӗ ҫак ҫулӑм ӑшӗнче питӗ асапланатӑп-ҫке!“


Каҫ иртрӗ, кун ҫывхарса килет. Ҫавӑнпа та тӗттӗмлӗх ӗҫӗсене сирсе ывӑтар та ҫутӑлӑх хӗҫӗсем тытар.


ҫавӑн Турӑ тарӑхӑвӗн куркинче хатӗрленӗ Турӑ ҫиллин хаяр эрехне ӗҫме тивӗ. Ӑна святой ангелсемпе Путек куҫӗ умӗнчех вутлӑ кӳкӗрт ӑшӗнче асаплантарӗҫ.


Камӑн ятне пурӑнӑҫ кӗнекине ҫырса хуман, ҫавна вутлӑ кӳлле пӑрахрӗҫ.


Анчах та хӑракансем те, шанчӑксӑррисем те, ирсӗрсем те, ҫын вӗлерекенсем те, аскӑнсем те, асамҫӑсем те, кӗлеткесене пуҫҫапакансемпе мӗн пур суеҫ таврашӗ те хӑйсен вырӑнне кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлӗре тупӗҫ. Ку – иккӗмӗш вилӗм».


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ