6 «Кам Мана ӗненекен ҫак пӗчӗкскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗртет, ҫавӑн мӑйне арман чулӗ ҫакса тинӗс тӗпне путарсан, ӑна хӑйне лайӑхрах пулӗччӗ.
Ҫапах та налук пухакансем кӑмӑлсӑр ан юлччӑр тесен, тинӗс хӗррине кайса вӑлта яр та чи малтан лекнӗ пулла илсе ҫӑварне уҫса пӑх. Унӑн ҫӑварӗнче эсӗ пӗр статир тупӑн. Ҫав укҫа иксӗмӗршӗн те тӳлеме ҫитӗ, ӑна вӗсене пар».
«Астӑвӑр, ҫак пӗчӗкскерсем ҫине хисеплемесӗр ан пӑхӑр. Калатӑп сире: вӗсен тӳпери ангелӗсем Ҫӳлти Аттем сӑнне яланах курса тӑраҫҫӗ.
Сирӗн Ҫӳлти Аҫӑрӑн ирӗкӗ те ҫавнашкалах: Вӑл ҫак пӗчӗкскерсенчен пӗрне те ҫухатасшӑн мар».
Кам ҫакнашкал пӗр ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, ҫав Мана йышӑнать».
Кам та кам ҫак Мана ӗненекен пӗчӗкскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗртет, ҫавӑн мӑйне арман чулӗ ҫакса тинӗсе пӑрахсан, ӑна хӑйне лайӑхрах пулӗччӗ.
«Кам пултӑн Эсӗ?» – тенӗ вӑл. Хуҫамӑр ӑна хирӗҫ тавӑрнӑ: «Эпӗ – эсӗ хӗсӗрлекен Иисус. Ҫӗнме ҫук вӑя хирӗҫ ан пыр, хӑвнах йывӑр пулӗ». «Турӑҫӑм, мӗн тума хушатӑн мана?» – ыйтнӑ чӗтресе-хӑраса ӳкнипе Савл. «Тӑр та хулана кай, мӗн тумаллине сана унта калӗҫ», – тенӗ ӑна Хуҫамӑр.
Эсӗ аш ҫини, эрех таврашӗ ӗҫни тӑванна ҫылӑха кӗртет пулсан – ан ҫи, ан ӗҫ. Тӑванна такӑнтаракан, ӳкерекен, ӗненӗве хавшатакан нимӗнле ӗҫ те ан ту.