5 Кам ҫакнашкал пӗр ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, ҫав Мана йышӑнать».
Ҫавӑнпа та кам хӑйне ҫак ача пек кӗҫӗне хума пултарайӗ, ҫавӑ Ҫӳлти Патшалӑхра аслӑраххи пулӗ.
«Кам Мана ӗненекен ҫак пӗчӗкскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗртет, ҫавӑн мӑйне арман чулӗ ҫакса тинӗс тӗпне путарсан, ӑна хӑйне лайӑхрах пулӗччӗ.
„Чӑн калатӑп сире, – тейӗ вӗсене Патша, – ҫаксене эсир Манӑн пӗр-пӗр кӗҫӗн тӑваншӑн тунӑ, апла ку Маншӑн туниех пулать“.
„Чӑн калатӑп сире, – тейӗ вара Вӑл, – эсир Манӑн ҫак кӗҫӗн тӑванӑмсенчен пӗрне ырӑ туманни Мана ырӑ туманнипе пӗрех“.
Мӗншӗн тесен кашни ыйтакан илет, шыракан та тупать, шаккакана та уҫаҫҫӗ.
«Кам ҫакнашкал ачасенчен пӗрне Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, ҫав Мана йышӑнать. Мана хапӑл тӑваканни Мана ҫеҫ мар, Мана кунта Яракана та йышӑнать».
«Чӑн калатӑп сире: кам сире Христос ҫыннисем тесе Ман ятӑмпа пӗр курка шыв ӗҫтерет, ҫав хӑйӗн илес сӑвапне ҫухатмӗ.
вӗсене ҫапла каланӑ: «Кам ҫак ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, вӑл Мана йышӑнать. Мана хапӑл тӑвакан Мана кунта Яракана йышӑнать. Сирӗнтен кам хӑйне кӗҫӗне хурать, ҫав аслӑ пулӗ».
Чӑн-чӑнах калатӑп сире: кам Эпӗ янӑ ҫынна йышӑнать, ҫав Мана хапӑл тӑвать. Кам Мана хапӑл тӑвать, ҫав Мана кунта Яракана йышӑнать».
Ӳт-пӗвӗм халсӑрришӗн ун чухне эсир мана тиркеме май пур ҫӗртех тиркемерӗр, манран йӗрӗнсе пӑрӑнмарӑр. Эсир мана Турӑ ангелне хапӑл тунӑ пекех, Христос Иисуса хапӑл тунӑ пекех йышӑнтӑр.