Вара чури тавӑрӑннӑ та ҫавӑн ҫинчен хуҫине каласа панӑ. Кил хуҫи ҫилленсе ҫитсе хӑйӗн чурине ҫапла хушса янӑ: „Часрах кай та хула урамӗсемпе тӑкӑрлӑкӗсенчи кӗлмӗҫсене, чӑлахсене, уксахсене, суккӑрсене кунта чӗнсе кил“.
Хӑвӑр вӗсемпе пӗрле ларнӑ пекех, тӗрмере ларакан ӗненекенсене аса илсех тӑрӑр. Хӑвӑр вӗсемпе пӗрле асап курнӑ пекех, асап куракансене те асрах тытса тӑрӑр.