22 «Ҫичӗ хутчен теместӗп, ҫичӗ хут ҫитмӗл таранах тетӗп, – тавӑрнӑ ӑна Иисус.
– Ҫакна Эпӗ акӑ мӗншӗн калатӑп: Ҫӳлти Патшалӑх вӑл ҫак ытарлӑх евӗрлӗ. Пӗр патша чурисен парӑмне тӗрӗслеме шухӑш тытнӑ.
Кама та пулин кӳреннӗ пулсан, кӗлӗ тунӑ чухне эсир ӑна каҫарӑр. Вара Ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫарӗ.
Усала ан парӑн, усала ырӑпа ҫӗнтер.
Ҫилленсен те ҫылӑха ан кӗрӗр: хӗвел аниччен ҫиллӗр иртсе кайтӑр.
Кирек епле тарӑхупа хаярлӑх та, ҫилленӳ те, кӑшкӑрашу та, киревсӗр сӑмах та, ытти усаллӑх та сиртен аякра тӑтӑр.
Пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑ пулӑр, пӗр-пӗрин хушшинче кӳренмелли тупӑнсан, каҫарӑр. Христос сире каҫарнӑ, эсир те ҫапла тӑвӑр.
Ҫапла ӗнтӗ, эпӗ арҫынсен пур ял-хулара та кӗлтумалла тетӗп. Вӗсем ҫилленмесӗр, иккӗленмесӗр аллисене Турӑ патнелле таса шухӑшпа ҫӗклеччӗр тетӗп.