Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 18:15 - Синодальный НЗ

15 «Ӗненекен тӑвану сана усал туса ҫылӑха кӗрсен, кай та унпа куҫа-куҫӑн калаҫ, ӳпкеле. Вӑл сана итлесен, эсӗ тӑванна каялла тавӑртӑн пулать.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 18:15
21 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Сирӗн Ҫӳлти Аҫӑрӑн ирӗкӗ те ҫавнашкалах: Вӑл ҫак пӗчӗкскерсенчен пӗрне те ҫухатасшӑн мар».


Ҫавӑн чухне Петр Иисусран пырса ыйтнӑ: «Хуҫам, хама усал тунӑ ӗненекен тӑванӑма ман миҫе хутчен каҫармалла? Ҫичӗ хутчен-и?»


Ҫылӑха кӗнӗ тӑванӑрсене чӗререн каҫармасан Ҫӳлти Аттем те сирӗнпе ҫаплах тӑвӗ».


Усала ан парӑн, усала ырӑпа ҫӗнтер.


Ӗненекен тӑванусене хирӗҫ ҫапла майпа ҫылӑх туса, вӗсен ахаль те халсӑр чунне амантса, эсир Христоса хирӗҫ те ҫылӑх тӑватӑр.


Ҫапла вара, эпӗ сирӗн пата янӑ ҫырӑва хур тӑваканшӑн та, хур кураканшӑн та ҫырман, эпир Турӑ умӗнче сирӗншӗн мӗнле тӑрӑшни паллӑ пултӑр тесе ҫырнӑ.


Эй, тӑвансем! Пӗр-пӗр ҫын мӗнле те пулин ҫылӑха кӗрсен, эсир, чун-чӗмпе пурӑнакансем, ӑна лӑпкӑ кӑмӑлпа тӳрлетӗр. Ҫав хушӑрах хамӑн та ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе харпӑр-хӑй асӑрханса пурӑнтӑр.


Пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑ пулӑр, пӗр-пӗрин хушшинче кӳренмелли тупӑнсан, каҫарӑр. Христос сире каҫарнӑ, эсир те ҫапла тӑвӑр.


Сирӗнтен пӗри те, тӗрӗс мар ҫулпа кайса, хӑйшӗн кӑна тӑрӑшса, тӑванне ан улталатӑр. Ҫакнашкал хӑтланса пурӑнакансене Хуҫа Турӑ тавӑрать. Эпир сире ун пирки малтанах ҫирӗплетсе каланӑччӗ.


Анчах та ӑна тӑшман вырӑнне ан хурӑр, тӑвана ӳкӗтленӗ пек ӳкӗтлӗр.


Пӑсӑк ӗненӳллӗ ҫынна вара пӗрре асӑрхаттар, тепре асӑрхаттар, унтан пӑрӑнса ут.


Эй, арӑмсем! Эсир те ҫавнашкалах упӑшкӑрсене итлӗр. Вара, арӑмӗсем хӑйсене епле тыткаланине, Турӑран хӑраса тата таса пурӑннине курса, Ырӑ Хыпара йышӑнман хӑшӗ-пӗрин упӑшкисем пӗр сӑмахсӑрах ӗненме пуҫлӗҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ