9 Ту ҫинчен аннӑ чухне вара Иисус вӗренекенӗсене ҫапла хушнӑ: «Этем Ывӑлӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччен ҫак курӑну пирки никама та ан калӑр».
Вӗсене Иисус Хӑй ҫинчен каласа ҫӳреме хушман.
Анчах та калатӑп сире: Илия килнӗччӗ ӗнтӗ, ӑна ҫынсем паллаймарӗҫ, унпа хӑйсем мӗн тӑвас тенине турӗҫех. Вӗсем Этем Ывӑлне те ҫавнашкал асап кӑтартӗҫ».
Иисус вара вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Мӗншӗн тесен эсир ҫителӗксӗр ӗненетӗр. Чӑн калатӑп сире: эсир пӗр пӗрчӗк анчах ӗненсессӗн те, ҫак тӑва: „Кунтан ҫавӑнта куҫса лар“, – тесен, вӑл куҫса ларӗччӗ. Эсир пултарайманни нимӗн те пулмӗччӗ.
Галилейӑра пурӑннӑ чухне Иисус вӗренекенӗсене каланӑ: «Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ,
Ӑна вӗлерӗҫ, виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ». Ҫакна илтсен вӗренекенӗсем хуйха ӳкнӗ.
Пуҫӗсене ҫӗклесе пӑхсан вӗсем Иисуссӑр пуҫне урӑх никама та курман.
«Тиллӗн те шӑтӑкӗ пур, вӗҫен кайӑкӑн та йӑви пур, Этем Ывӑлӗн кӑна пуҫне хурса канмалӑх вырӑнӗ ҫук», – тенӗ вара ӑна Иисус.
«Асту, сывални ҫинчен никама та ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Хӑвна священника кайса кӑтарт та Моисей Турра кӳме хушнӑ парнене кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те».
Иисус вӗсене Хӑй ҫинчен никама та калама хушман.
Хӗрӗн ашшӗпе амӑшӗ питӗ тӗлӗнсе кайнӑ. Анчах Иисус вӗсене мӗн пулса иртни ҫинчен никама та калама хушман.
Ҫав сасӑ шӑплансан Иисус каллех пӗчченех юлнӑ. Вӗренекенӗсем вара хӑйсем мӗн курни ҫинчен ҫав кунсенче никама та каламан.