Ҫапах та налук пухакансем кӑмӑлсӑр ан юлччӑр тесен, тинӗс хӗррине кайса вӑлта яр та чи малтан лекнӗ пулла илсе ҫӑварне уҫса пӑх. Унӑн ҫӑварӗнче эсӗ пӗр статир тупӑн. Ҫав укҫа иксӗмӗршӗн те тӳлеме ҫитӗ, ӑна вӗсене пар».
Ҫапла тавҫӑруллӑ пулнӑшӑн хуҫи вара хӑйӗн кил-ҫуртне пӑхакан ултавҫӑна мухтанӑ. Чӑнах та, ку тӗнче ҫыннисем хӑйсем хушшинче ҫутӑ ачисенчен тавҫӑруллӑрах.