Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 17:23 - Синодальный НЗ

23 Ӑна вӗлерӗҫ, виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ». Ҫакна илтсен вӗренекенӗсем хуйха ӳкнӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 17:23
18 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫавӑнтан вара Иисус вӗренекенӗсене Хӑйӗн Иерусалима каймалли ҫинчен, унта ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксенчен тата саккун вӗрентӳҫисенчен нумай асап курмалла пуласси ҫинчен кала пуҫланӑ. Тата Вӑл вӗренекенӗсене Хӑйне вӗлересси ҫинчен, виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен те каласа ӑнлантарнӑ.


Ту ҫинчен аннӑ чухне вара Иисус вӗренекенӗсене ҫапла хушнӑ: «Этем Ывӑлӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччен ҫак курӑну пирки никама та ан калӑр».


Унтан Этем Ывӑлне урӑх халӑх ҫыннисен аллине мӑшкӑл кӑтартма, чӗн пушӑпа хӗнеме, пӑталама тытса парӗҫ. Виҫҫӗмӗш кунне Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗ».


«Ырӑ ҫыннӑмӑр, – тенӗ вӗсем, – леш ултавҫӑ Хӑй чӗрӗ чухне „виҫӗ кунран чӗрӗлсе тӑрӑп“ тенине аса илтӗмӗр-ха эпир.


Унтан Иисус вӗренекенӗсене Этем Ывӑлӗ нумай асап курасси ҫинчен, ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксем тата саккун вӗрентӳҫисем Хӑйне йышӑнас ҫукки ҫинчен кала пуҫланӑ. Тата Вӑл Хӑйне вӗлересси ҫинчен, виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен те каласа панӑ.


Иисуспа вӗренекенӗсем ҫав тӑрӑхран кайнӑ. Вӗсем Галилея ҫӗрӗпе пынӑ. Хӑйсем унта пулнине Иисус пӗлтересшӗн пулман.


Ҫакна каланӑран эсир хуйха ӳкнине куратӑп.


«Ҫак Турӑ Ҫуртне пӑсӑр, Эпӗ вара ӑна виҫӗ кунран ҫӗнӗрен туса лартӑп», – хуравланӑ Иисус.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ