2 Ҫавӑнта вара вӗсен умӗнчех Унӑн сӑн-сӑпачӗ улшӑннӑ: сӑнӗ хӗвел пек ялтӑраса кайнӑ, тумтирӗ чӑлт шуррӑн ҫуталса тӑнӑ.
Пӗр ултӑ кун иртсен Иисус Петра тата пӗртӑван Иаковпа Иоана кӑна Хӑйпе пӗрле илнӗ те ҫӳллӗ ту ҫине улӑхнӑ.
Сасартӑк вӗсене Иисуспа калаҫса тӑракан Моисейпа Илия курӑннӑ.
Ангел ҫиҫӗм пек ялтӑртатса тӑнӑ, тумтирӗ юр пек шурӑ пулнӑ.
Унӑн тумтирӗ юр пек чӑлт шуррӑн ҫуталса тӑнӑ, ҫӗр ҫинчи пӗр шуратакан та унашкал шуратаймасть.
Кӗлтунӑ чухне Унӑн сӑн-сӑпӑчӗ улшӑннӑ, тумтирӗ чӑлт шуралса, йӑлтӑртатса кайнӑ.
Ҫапла Сӑмах ӳтленсе, этем пулса, пирӗн хушшӑмӑрта пурӑнчӗ. Атте Турӑ тулли тивлетлӗ, чӑнлӑхлӑ пӗртен-пӗр Ывӑлне мухтава кӑларчӗ. Эпир Унӑн мухтавне куртӑмӑр.
Эй, Аттем! Эсӗ Мана панисем те Эпӗ ӑҫта, ҫавӑнта Манпа пӗрлех пулччӑр. Эсӗ Мана тӗнчене пултаричченех юратса панӑ мухтава вӗсем те курччӑр.
Пурӑнӑҫӑра ҫак тӗнче йӗркисемпе ан шайлаштарӑр. Ун вырӑнне Туррӑн аван, юрӑхлӑ тата паха ирӗкӗ мӗнне пӗлес тесе эсир хӑвӑр ӑс-хакӑлӑра ҫӗнетсе улшӑнӑр.
Унтан эпӗ тӳперен анакан тепӗр хӑватлӑ ангела куртӑм. Вӑл пӗлӗтпе чӗркеннӗччӗ, пуҫӗ ҫинче асамат кӗперӗ тӑратчӗ. Хӑйӗн пичӗ хӗвел пек ҫиҫетчӗ, урисем вут юпа евӗрлӗччӗ.
Унтан эпӗ пысӑк шурӑ престол тата ун ҫинче Ларакана куртӑм. Вӑл пуртан ҫӗрпе пӗлӗт те ҫухалчӗ: вӗсем валли вырӑн юлмарӗ.