19 Ҫавӑн чухне вӗренекенӗсем ушкӑнран уйӑрӑлса Иисус патне пынӑ та: «Мӗншӗн эпир усала хӑваласа кӑлараймарӑмӑр?» – тесе ыйтнӑ.
Унтан Вӑл усала чарнӑ та, лешӗ ача ӑшӗнчен тухса тарнӑ. Арҫын ача ҫав самантрах сывалнӑ.
Иисус вара вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Мӗншӗн тесен эсир ҫителӗксӗр ӗненетӗр. Чӑн калатӑп сире: эсир пӗр пӗрчӗк анчах ӗненсессӗн те, ҫак тӑва: „Кунтан ҫавӑнта куҫса лар“, – тесен, вӑл куҫса ларӗччӗ. Эсир пултарайманни нимӗн те пулмӗччӗ.
Халӑх салансан, унта юлнӑ ҫынсем тата вун икӗ вӗренекенӗ Унран ытарлӑн калани ҫинчен ыйтнӑ.
Унтан, Иисус пӗр пӳрте кӗрсен, куҫа-куҫӑн юлнӑ вӗренекенӗсем Унран ҫапла ыйтнӑ: «Мӗншӗн эпир усала хӑваласа кӑлараймарӑмӑр?»