17 «Эй, ӗненмен, пӑсӑк ӑру! Тата хӑҫанччен Манӑн сирӗнпе пулмалла-ши? Хӑҫанччен Манӑн сире тӳсмелле-ши? Ачине Ман патӑма илсе килӗр эппин», – тавӑрса каланӑ Иисус.
Вӗсем ӗненменрен Иисус унта хӑватсем нумаях туман вара.
Иисус вара вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе ҫапла каланӑ: «Эй, ҫителӗксӗр ӗненекенсем! Мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта ҫӑкӑр илменни ҫинчен шухӑшлатӑр?
– Эпӗ ӑна Санӑн вӗренекенӳсем патне илсе килнӗччӗ, анчах вӗсем ӑна сыватаймарӗҫ».
Унтан Вӑл усала чарнӑ та, лешӗ ача ӑшӗнчен тухса тарнӑ. Арҫын ача ҫав самантрах сывалнӑ.
Эй, ҫителӗксӗр ӗнененекенсем! Паян пур та ыран вута кӑна пӑрахмалли хирти курӑка та Турӑ ҫапла ҫи-пуҫ парать пулсан, сире тата ытларах памӗ-и?
«Эй, ҫителӗксӗр ӗненекенсем! Мӗншӗн эсир ҫав териех хӑравҫӑ?» – тенӗ вӗсене Иисус. Унтан Вӑл, тӑрса, ҫиле те, тинӗсе те лӑпланма хушнӑ, вара ҫанталӑк шӑпах пулнӑ.
Юлашкинчен Иисус вун пӗр вӗренекенне каҫхи апат ҫисе ларнӑ чухне курӑннӑ. Иисус вӗсене чунӗсем уҫӑлса ҫитейменшӗн, Хӑй чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Ӑна куракансене ӗненменшӗн ӳпкеленӗ.
Иисус вара ӑна ҫапла тавӑрса каланӑ: «Эй, ӗненмен ӑру! Тата хӑҫанччен Манӑн сирӗнпе пулмалла-ши? Хӑҫанччен Манӑн сире тӳсмелле-ши? Ачине Ман патӑма илсе килӗр эппин».
«Эх, тавҫӑрусӑр та мӑран чунлӑскерсем! – тенӗ вӗсене Иисус. – Пророксем малтанах каланине те ӗненме пултараймастӑр-ҫке.
«Эх, ӗненмен, пӑсӑк ӑру! Тата хӑҫанччен Эпӗ сирӗнпе пулӑп, хӑҫанччен тӳссе тӑрӑп сире? Хӑвӑн ывӑлна илсе кил кунта», – тавӑрса каланӑ Иисус.
Унтан Фомана каланӑ: «Пӳрнӳсене тӑс-ха! Акӑ Манӑн аллӑмсем. Халӗ аллуна тӑсса Манӑн аякӑмри сурана сӗртӗн. Ан иккӗлен, ӗнен!»
Хӗрӗх ҫула яхӑн вӗсене пуш хирте тӑрантарса усранӑ.
Петр вӗсене татах нумай сӑмах каласа ӑнлантарнӑ, ӳкӗтленӗ: «Ҫак пӑсӑк ӑрупа пӗрле айӑплав тивесрен ҫӑлӑнса юлӑр», – тенӗ вӑл.
Мухтанса ӑссӑрла тыткаланишӗн эсир мана кӑштах каҫарас пулсанччӗ! Тепӗр тесен, эсир мана каҫарнине пӗлетӗп.