Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 17:12 - Синодальный НЗ

12 Анчах та калатӑп сире: Илия килнӗччӗ ӗнтӗ, ӑна ҫынсем паллаймарӗҫ, унпа хӑйсем мӗн тӑвас тенине турӗҫех. Вӗсем Этем Ывӑлне те ҫавнашкал асап кӑтартӗҫ».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 17:12
25 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иоанн вара тӗрмере ларнӑ чух Христос ӗҫӗсем ҫинчен илтнӗ те хӑйӗн икӗ вӗренекенне:


Ҫавӑнтан вара Иисус вӗренекенӗсене Хӑйӗн Иерусалима каймалли ҫинчен, унта ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксенчен тата саккун вӗрентӳҫисенчен нумай асап курмалла пуласси ҫинчен кала пуҫланӑ. Тата Вӑл вӗренекенӗсене Хӑйне вӗлересси ҫинчен, виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен те каласа ӑнлантарнӑ.


Иисус вӗсене ҫапла тавӑрса каланӑ: «Малтан Илия килсе йӑлтах хатӗрлесе хумалла тени тӗрӗсех.


Вара вӗренекенӗсем хӑйсене Иисус Шыва кӗртекен Иоанн пирки каланине ӑнланса илнӗ.


Галилейӑра пурӑннӑ чухне Иисус вӗренекенӗсене каланӑ: «Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ,


Ту ҫинчен аннӑ чухне вара Иисус вӗренекенӗсене ҫапла хушнӑ: «Этем Ывӑлӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччен ҫак курӑну пирки никама та ан калӑр».


Мӗншӗн тесен сирӗн патӑра тӳрӗлӗх ҫулӗпе Шыва кӗртекен Иоанн килчӗ те, эсир ӑна ӗненмерӗр. Налук пухакансемпе аскӑн хӗрарӑмсем вара ӑна ӗненчӗҫ. Ҫавна курнӑ хыҫҫӑн та эсир ӗненесчӗ тесе ӳкӗнмерӗр».


«Тиллӗн те шӑтӑкӗ пур, вӗҫен кайӑкӑн та йӑви пур, Этем Ывӑлӗн кӑна пуҫне хурса канмалӑх вырӑнӗ ҫук», – тенӗ вара ӑна Иисус.


Шыва кӗртекен Иоанн килчӗ: ҫӑкӑр та ҫимест, хӗрлӗ эрех те ӗҫмест. „Усал ернӗ ӑна“, – тетӗр эсир.


Вӑл хӑйӗннисем патне килнӗ, хӑйӗннисем те Ӑна йышӑнман.


Израиль халӑхӗ те, эсир те пӗлсе тӑрӑр: вӑл Иисус Христос Назорей ячӗпе сывалчӗ, ӑна Иисус сирӗн ума сывӑ тӑмалла турӗ. Эсир Иисуса пӑталарӑр, Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ.


Сирӗн мӑн аслаҫӑрсем пророксенчен хӑшне хӗсӗрлемен? Тӳрӗлӗхли килессине малтанах каласа хунӑ пророксене вӗсем вӗлернӗ. Халӗ эсир Ӑна Хӑйне тытса парса вӗлертӗр!


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ