11 Иисус вӗсене ҫапла тавӑрса каланӑ: «Малтан Илия килсе йӑлтах хатӗрлесе хумалла тени тӗрӗсех.
«Мӗншӗн-ха саккун вӗрентӳҫисем Христосран маларах Илия килмелле теҫҫӗ?» – ыйтнӑ Унран вӗренекенӗсем.
Анчах та калатӑп сире: Илия килнӗччӗ ӗнтӗ, ӑна ҫынсем паллаймарӗҫ, унпа хӑйсем мӗн тӑвас тенине турӗҫех. Вӗсем Этем Ывӑлне те ҫавнашкал асап кӑтартӗҫ».
Ҫавӑнпа та пӗрле пуҫтарӑннӑ апостолсем Унран ҫапла ыйтнӑ: «Хуҫамӑр! Эсӗ ҫав хушӑра Израиль халӑхне ҫӗнӗрен патшалӑх туса парасшӑн мар пулӗ те?»
Хальлӗхе, Турӑ Хӑйӗн авалхи мӗн пур сӑваплӑ пророкӗсем урлӑ калани пӗтӗмпех пурнӑҫланас вӑхӑтчен, Иисусӑн тӳперех пулмалла.