1 Пӗр ултӑ кун иртсен Иисус Петра тата пӗртӑван Иаковпа Иоана кӑна Хӑйпе пӗрле илнӗ те ҫӳллӗ ту ҫине улӑхнӑ.
Ҫавӑнта вара вӗсен умӗнчех Унӑн сӑн-сӑпачӗ улшӑннӑ: сӑнӗ хӗвел пек ялтӑраса кайнӑ, тумтирӗ чӑлт шуррӑн ҫуталса тӑнӑ.
Вара Петра тата Зеведейӑн икӗ ывӑлне Хӑйпе илсе кайнӑ та пӑшӑрханса хуйхӑрма пуҫланӑ.
Тепӗртакран, Иисус Елеон тӑвӗ ҫинче Турӑ Ҫурчӗ курӑнакан вырӑнта ларнӑ чухне, Петрпа Иаков тата Иоанпа Андрей Унпа куҫа-куҫӑн юлсассӑн ҫапла ыйтнӑ:
Вара Вӑл Петрпа Иаковсӑр пуҫне, Иаков шӑллӗ Иоансӑр пуҫне Хӑй хыҫҫӑн никама та пыма хушман.
Иаир килне пырсан Иисус унта Петрпа Иоансӑр, Иаковсӑр тата хӗрӗн ашшӗпе амӑшӗсӗр пуҫне никама та кӗме хушман.
Сирӗн патӑра виҫҫӗмӗш хут пыратӑп ӗнтӗ. «Икӗ е виҫӗ ҫын кӑтартса парсан, кирек епле айӑплав сӑмахӗ те чӑн шутланать», – тенӗ Ҫырнинче.
Эпир сире Иисус Христос Хуҫамӑрӑн хӑвачӗ ҫинчен, Вӑл килни ҫинчен юмах юптарса мар, Унӑн аслӑлӑхне хамӑр куҫпа хамӑр курнӑран каласа патӑмӑр.
Тӳперен анакан ҫав сасса эпир Унпа пӗрле сӑваплӑ ту ҫинче пулнӑ чухне илтрӗмӗр.