3 Ирхине эсир: пӗлӗт йӑм-хӗрлӗ – паян ҫанталӑк пӑсӑлать тетӗр. Икӗ питлӗскерсем! Тӳпери паллӑсене уйӑрма пӗлетӗр, вӑхӑт паллисене уйӑрма пӗлейместӗр-и?
суккӑррисем куракан пулаҫҫӗ, уксаххисем ҫӳрекен пулаҫҫӗ, юхан-суранлисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтекен пулаҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ, чухӑннисем хушшинче Ырӑ Хыпар сарӑлать.
Эй, икӗ питлӗскерсем! Сирӗн ҫинчен Исаия пророк Турӑ сӑмахӗсемпе аван каланӑ:
Анчах та Иисус, вӗсен чеелӗхне пӗлсе тӑрса, ҫапла каланӑ: «Мӗн эсир Мана илӗртсе тӗрӗслетӗр, икӗ питлӗскерсем?
Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир ҫынсене Ҫӳлти Патшалӑха кӗме пӳлсе тӑратӑр; хӑвӑр та кӗместӗр, кӗрес текенсене те кӗме памастӑр.
Иисус пӗтӗм Галилея ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӑл унти синагогӑсенче вӗрентнӗ, Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ, халӑха тӗрлӗ чир-чӗртен, халсӑрлӑхран сыватнӑ.
Икӗ питлӗскер! Малтан хӑвӑн куҫунти пӗренене кӑлар, вара тин тӑванун куҫӗнчи ҫӳппе епле кӑлармаллине уҫӑмлӑн курӑн.
Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир – манӑҫнӑ масарти тупӑксем евӗрлӗ. Ҫынсем вӗсем ҫинче утса ҫӳреҫҫӗ, анчах мӗн ҫинче утса ҫӳренине пӗлмеҫҫӗ».
Эй, икӗ питлӗскерсем! Эсир ҫӗрпе пӗлӗте сӑнаса ҫанталӑка чухлама пӗлетӗр. Халӗ мӗнле вӑхӑт ҫитнине мӗншӗн пӗлейместӗр?
Хуҫамӑр ӑна ҫапла хуравланӑ: «Эй, икӗ питлӗскер! Сирӗнтен кашниех витере кӑкарӑнса тӑракан вӑкӑрне е ашакне ҫыххине салтса шӑмат кун шӑварма илсе каймасть-им вара?
Хытӑ ҫимӗҫ вара ҫитӗннисем валли, мӗншӗн тесен вӗсем пурӑнӑҫ курнӑ, ырӑпа усала уйӑрма пӗлеҫҫӗ.