Ҫавӑн хыҫҫӑн пӗлӗт ҫинче Этем Ывӑлӗн палли курӑнӗ, вара ҫӗр ҫинчи мӗн пур халӑхсем кӑшкӑрса йӗрсе ярӗҫ. Вӗсем тӳпери пӗлӗтсем ҫинче хӑватлӑ та аслӑ мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ.
Кам ҫак пӑсӑк та ҫылӑхлӑ ӑру хушшинче Манран тата Ман сӑмахӑмсенчен вӑтанать, Этем Ывӑлӗ те Ашшӗ мухтавӗпе, святой ангелӗсемпе пӗрле килсен унран вӑтанӗ».
Акӑ мӗншӗн ӗнтӗ юлташӗсем хушшинче ҫав вӗренекенӗ нихӑҫан та вилмест текен сас-хура сарӑлнӑ. Анчах та Иисус ун пирки нихӑҫан та вилмест тесе каламан, «Эпӗ ӑна Хам тепре киличченех пурӑнтарас тетӗп пулсан та, сана мӗн ӗҫ?» тесе ҫеҫ каланӑ пулнӑ.
Мӗншӗн тесен Турӑ хушнипе архангел сасси тата Турӑ трубин сасси илтӗнсе кайсассӑн тӳперен Хуҫамӑр Хӑй анӗ. Вара Христоса ӗненсе вилнисем маларах чӗрӗлсе тӑрӗҫ.
Эпӗ ун хыҫҫӑн каякансем ҫине вилӗм ярӑп, вара Эпӗ ҫынсен шухӑш-туйӑмне Тӗрӗслекенӗ пулнине пур чиркӳсем те ӑнланӗҫ. Эпӗ сире кашнинех ӗҫӗрсене кура тавӑрса парӑп.