Сана сылтӑм куҫу ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна чавса кӑлар та ывӑтса яр. Мӗншӗн тесен ӳт-пӗвӗн пӗр пайне пӗтерни саншӑн пӗтӗм ӳт-пӗве тамӑка пӑрахнинчен лайӑхрах.
Анчах та Авраам ҫапла каланӑ: „Ачам! Астуса ил-ха, ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫунта эсӗ ырлӑх куртӑн, Лазарь вара нуша курса пурӑнчӗ. Халӗ вӑл кунта савӑнать, эсӗ вара асапланатӑн.