23 Иисус вара Петр енне ҫавӑрӑнса каланӑ: «Кай Ман патӑмран, шуйттан! Эсӗ Мана илӗртсе иккӗлентеретӗн; эсӗ Турра юрӑхли ҫинчен мар, этеме юрӑхли ҫинчен шухӑшлатӑн».
Ҫавӑн чухне Петр Ӑна аяккалла чӗнсе илнӗ те хирӗҫлесе ҫапла каланӑ: «Эй, Хуҫамӑр! Турӑ хӑтартӑрах! Санпала унашкалли ан пултӑрах!»
Илӗртсе ҫылӑха кӗртнӗрен ҫак тӗнче хур курать. Илӗртӳсем пулаҫҫех, анчах та илӗртсе ҫылӑха кӗртекен ҫынна хуйхӑ пулӗ.
Вара Иисус ӑна ҫапла хуравланӑ: «Кай Ман патӑмран, шуйттан! Ҫырнинче: „Хуҫа Турруна кӑна пуҫҫап, пӗр Уншӑн анчах ӗҫлесе тӑр“, – тенӗ вӗт».
Вара Иисус вӗренекенӗсем ҫине ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та Петра пат татса ҫапла каланӑ: «Кай Ман патӑмран, шуйттан! Эсӗ Турра юрӑхли ҫинчен мар, этеме юрӑхли ҫинчен шухӑшлатӑн!»
«Кай Ман патӑмран, шуйттан, – тенӗ Иисус. – Ҫырнинче ҫапла каланӑ: „Хуҫа Турруна кӑна пуҫҫап, пӗр Уншӑн анчах ӗҫлесе тӑр“».
«Сире, Вун иксӗре, Эпӗ Хам суйласа илмерӗм-им? – тенӗ вӗсене Иисус. – Анчах та сирӗнтен пӗри – шуйттан!»
Малашне пӗр-пӗрне айӑплар мар. Айӑплас вырӑнне тӑванӑма такӑнмашкӑн е ӳкмешкӗн сӑлтав парас марччӗ тесе тӑрӑшар.
Эсӗ аш ҫини, эрех таврашӗ ӗҫни тӑванна ҫылӑха кӗртет пулсан – ан ҫи, ан ӗҫ. Тӑванна такӑнтаракан, ӳкерекен, ӗненӗве хавшатакан нимӗнле ӗҫ те ан ту.
Вӗсен шӑпи – пӗтеслӗх, вӗсен турри – хырӑм, вӗсем намӑсланмаллипе те мухтанаҫҫӗ. Вӗсем ҫӗр ҫинчи пирки кӑна шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫӗр ҫинчи пирки мар, ҫӳлти ҫинчен шухӑшлӑр.