19 Эпӗ сана Ҫӳлти Патшалӑха кӗмелли алӑкӑн уҫҫине парӑп. Эсӗ ҫӗр ҫинче мӗне чарӑн, ҫавӑ тӳпере те чаруллӑ пулӗ; эсӗ ҫӗр ҫинче мӗне чармӑн, ҫавӑ тӳпере те ирӗклӗ пулӗ».
Чӑн калатӑп сире: эсир ҫӗр ҫинче мӗне чарӑр, ҫавӑ тӳпере те чаруллӑ пулӗ. Ҫӗр ҫинче мӗне чармӑр, ҫавӑ тӳпере те ирӗклӗ пулӗ.
Эсир камӑн ҫылӑхӗсене каҫарӑр, унӑн каҫарӑнӗҫ; камӑнне каҫармӑр, унӑн каҫарӑнмӗҫ».
Чылай хушӑ сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Петр тӑнӑ та ҫапла каланӑ: «Тӑван ҫыннӑмӑрсем! Урӑх халӑхсем Ырӑ Хыпара ман ҫӑвартан илтсе ӗненччӗр тесе, Турӑ пирвайхи кунсенченех хамӑр хушӑран мана суйласа илнине пӗлетӗр.
Эсир кама каҫаратӑр, эпӗ те ӑна каҫарӑп. Эпӗ те, кама та пулин каҫарсан, ӑна Христос умӗнче сирӗншӗн каҫаратӑп.
Турӑ пире Хӑйӗн Святой Сывлӑшне панӑ. Эппин ҫак вӗрентӗве хирӗҫлекен вӑл этеме мар, Турра хирӗҫлет.
Эпӗ – чӗрӗ. Эпӗ вилнӗччӗ, акӑ, курсам: Эпӗ ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнатӑп, аминь. Тамӑкпа вилӗм ҫӑраҫҫисем те Манра.
Хӑйсем пророкла калаҫнӑ чухне, ҫӗр ҫине ҫӑвакан ҫумӑра чармашкӑн, вӗсем тӳпене хупма та пултараҫҫӗ. Кӑмӑлӗсем пулсан, вӗсем юхан шывсене юн тума, ҫӗр ҫине тем тӗрлӗ чир-чӗр яма та пултараҫҫӗ. Вӗсене ҫавнашкал ирӗк панӑ.
«Филадельфи чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: Давид патша ҫӑраҫҫийӗ Унра, Вӑл уҫнине никам та хупаймӗ, Вӑл хупнине никам та уҫаймӗ. Ҫавӑ – Сӑвапли, Чӑнни – ҫапла калать, те:
Пиллӗкмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, эпӗ тӳперен ҫӗр ҫине ҫӑлтӑр ӳкнине куртӑм. Ҫӑлтӑрне тӗпсӗрлӗхе уҫмалли ҫӑраҫҫи панӑччӗ.